Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Безнен заман» фестивальте виҫҫӗмӗш вырăна йышăнчӗç

«Безнен заман» — ӗҫлекен ҫамрӑксен пултарулӑхне уҫса памалли тата кӑтартмалли хӑйне евӗрлӗ лаптӑк.

Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XIII «Безнен заман» ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн телефестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Фестивале республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен: Заинск, Ҫӗнӗ Шешкел, Агрыз, Чистай, Ҫӗпрел, Мамадыш, Анат Кама пек хуласемпе районсенчен килнӗ ӗҫлӗ ҫамрӑксем хутшӑнчӗҫ. 
Кӑҫал фестивале Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑччӗ. Çакă, паллах, концерт программинче те палӑрмасӑр юлма пултарайман — пӗрремӗш пай Тӑван ҫӗршыв тата паттӑрлӑх темисенчен тӑчӗ. 
Фестивале хутшӑнакансем «кӗçӗн» тата «ансамбль» формисенче «Музыка», «Хореографи», ҫавӑн пекех, «Мухтав минучӗ» тата «Визитка-презентаци» номинацийӗсенче хӑйсен пултарулăхӗсене кӑтартрӗҫ. Унта хутшӑнакансем Тутарстан Республикин Правительствинчен Дипломсемсене, медальсене, укҫан премисене тивӗçрӗç. 

Кӑҫал пултарулӑх конкурсне республикӑри 38 муниципаллӑ пӗрлешӳсенчен çывхартса шутласан 1200 яхӑн хӑйпултарулӑх артисчӗ хутшӑнчӗ. Вӗсенчен финал пайне 171 пултарулӑх номерӗ иртрӗ. Ҫӗпрел районӗнчи ӗçлекен ҫамрӑксен команди фестивалӗн зонӑсем хушшинчи тапхӑрӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнса, финала иртнӗччӗ, ун пӗтӗмлетӗвӗсемпе республикӑри чи вӑйлӑ предприятисен хушшинче Çӗпрелӗн çамрăкӗсем тивӗҫлӗ виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑнчӗҫ.

Фестивалӗн тӗп парнине — Республика Раисӗн куҫса ҫӳрекен кубокне тата 500 пин тенкӗлӗх сертификата «Татнефть Профсоюз» команди тивӗçлӗ пулчӗ. 

Конкурс 2013 ҫултанпа Тутарстан Республикин Раисӗн пулӑшăвӗпе иртет. Унтанпа фестивальте 1700 ытла предприятирен 12 пин ытла ҫамрӑк ӗҫчен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев