Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Без берге» («Эпир пӗрле») фестивалӗн зона тапхӑрӗ пирӗн районта иртрӗ

Ачасен пултарулăхне аталантарассине тӗллеве хурса

Фестивальте 6 район: Апастово, Теччӗ, Пӑва, Кайпăç, Камско-Устьински, Ҫӗпрел районӗсен пӗтӗмӗшле  тата хушма пӗлӳ паракан учрежденийӗсем хутшӑнчӗҫ.

Вӗсене çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов саламларӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.

Зона тапхăрӗ тӗрлӗ номинацисемпе иртрӗ: вокал, хореографи, инструмент ансамблӗ, илемлӗ вулав, мода театрӗ, театр постановки т. ыт. те. Вӗсене жюри хакларӗ.

«Эпир пӗрле» фестиваль – творчество тӗлӗшпе интересленекен вӗренекенсем хушшинче туслă хутшăнусене йӗркелемелли лаптăк  вăл, ҫавӑн пекех, Тутарстан Республикинчи педагогсемшӗн пӗр-пӗрин опычӗпе ылмашăнмалли вырӑн та, – тет Ильсур Халитов. – Фестивалӗн тӗллевӗ те халăх пултарулăхне, ачасен пултарулăхӗсене тупса палăртасси, аталантарасси тата вӗсене пулăшасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев