Баскетболла вылярӗҫ
Спорт
«Алтын», «Чемпион» спорт комплексӗсенче, Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн спорт залӗнче районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенчи каччăсемпе хӗрсен командисен хушшинче «КЭС-БАСКЕТ» шкул баскетболӗн лигин муниципаллă тапхăрӗ иртрӗ.
Унта каччăсен 14 тата хӗрсен 15 команди хутшӑнчӗ.
Шкул баскетболӗн лигин чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх каччăсен командисем хушшинче Кивӗ
Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей команди 1-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ. 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди — 2-мӗш, Шланка шкулӗнчи каччăсен команди 3-мӗш вырӑна йышăнчӗç. Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей командин вӑйăçине Александр Никишкина турнирӑн чи лайӑх выляканӗ тесе палăртрӗç, Диплом пачӗç.
Хӗрсен командисем хушшинче 1-мӗш вырăна Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн команди, 2-мӗш вырӑна — Шланка тата 3-мӗш вырӑна Аслӑ Аксу вăтам шкулӗн команди йышӑнчӗ. Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн командин капитанӗ Анастасия Макарова турнирӑн чи лайӑх выляканӗ пулса тăчӗ, Диплом илчӗ. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене Дипломсем, медальсемпе кубоксем пачӗҫ.
Муниципаллă тапхăрăн чемпионачӗн çӗнтерӳçисем Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн тата Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗн командисем чемпионатӑн зонӑри ӑмӑртӑвӗсенче хутшӑнӗҫ, район чысне хӳтӗлӗç.
«КЭС-БАСКЕТ» енӗпе ӑмӑрту вӑхӑтӗнче «Ӗçе тата хӳтӗленӗве хатӗр» ВФСК нормативӗсене пурнӑҫлама мобильлӗ площадка йӗркеленӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев