Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Бадминтонистсем ӑсталӑхӗсене кăтартрӗç

Турнирта хут-шӑнакансем пысăк шайри спорт ӑсталӑхӗ кӑтартса пачӗҫ.

«Чемпион» спорт комплексӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалланӑ бадминтон енӗпе районти малти вырăншăн турнир иртрӗ.

Турнирта хутшӑна-кансем умӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов саламлӑ сӑмах тухса каларӗ.

Вӑл ҫакӑн пек спорт мероприятийӗсем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, бадминтонист-спортсменсене Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламларӗ, ӑмӑртусенче ăнăçусем сунчӗ.

Турнирта хут-шӑнакансем пысăк шайри спорт ӑсталӑхӗ кӑтартса пачӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене грамотӑсем, медальсем Кубоксем пани чӑннипех те чаплӑ самант пулса тӑчӗ.

Кун пек мероприятисем спорт хӑнӑхӑвӗсене аталантарма кӑна мар, коллективлӑ ӑмӑртусен чун-хавалне ҫирӗплетме, обществӑна пӗрлештерме тата патриотла воспитани пама пулӑшаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев