Бадминтон енӗпе турнир
Ӑмӑртусем мӑшӑр тата хутӑш категорисенче иртрӗҫ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли спорт комплексӗнче бадминтон енӗпе «Çӗнӗ çул воланӗ» турнир иртрӗ. Ӑмӑртӑва мӑшӑрлă тата хутӑш категорисенче ирттерчӗç. Ҫак кун ăмăртусенче районти чи вӑйлӑ спортсменсем вăй виçрӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, районта бадминтон вӑййи темиҫе вунӑ ҫул каяллах пуҫланнӑччӗ. Паян ку спорт тӗсӗпе аслă çулсенчисем, ветеранпенсионерсем, ҫамрӑксем тата ачасем хушшинче интересленекенсем пур.
Мӗнпур батминтонистсене те районти бадминтон федерацийӗн президенчӗ Сингх Раджеш Кумар уявпа – Кивӗ Ҫӗнӗ çул ячӗпе саламларӗ, вӑйăра ăнăçусем, ҫӑмӑл ҫӗнтерӳсем сунчӗ.
Вӑйӑсем ҫав тери хавхалантарчӗҫ, кашни вылякан ҫӗнтерес тесе ăнтăлчӗ.
Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене Ҫӗпрел районӗнчи бадминтон федерацийӗн президенчӗ Сингх Раджеш Кумар грамотӑсемпе медальсем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев