Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Бадминтон  енӗпе ӑмӑртусем пулчӗç

Кӗскен

Район пуҫлӑхӗн кубокӗшӗн бадминтон ăмăртăвӗ  уйрăм команда енӗпе мала тухассишӗн физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен «Чемпион» комплексӗнче иртрӗ.

Мероприятие район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, бадминтон федерацийӗн районти уйрӑмӗн президенчӗ  Сингх Раджеш Кумар, бадминтон енӗпе республикăн олимпи резервӗн спорт шкулӗн директорӗ Ф.Г.Валиева, П.Е.Фомин тата ытти хӑнасем уҫрӗҫ.

Реклама

– Паянхи мероприятире мӑшӑрлă категорисенче ӑмӑртусем ирттеретпӗр тата паян республикăн виҫӗ районӗнчен: Пӑва, Кайпăç тата, паллах ӗнтӗ, Ҫӗпрел районӗнчен 120рен ытла хутшăнакан пур. Çакă савăнăçлă, çулсерен бадминтон вылякансен шучӗ ӳсет. Ӑна ҫамрӑксем тата аслă ăру та вылят, – терӗ Марат Гафаров. Мероприятие куракансем те нумайăн килнӗччӗ. Çӗнӗ Йӗлмел, Аслă Аксу, Хулаҫырми, Матак, Алешкин-Саплăк, Упи, Шланка ялӗсенчен килекенсем илемлӗ вăйă меслечӗсем кăтартрӗç. Кубока вара Кайпăç районӗн команди ҫӗнсе илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев