Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Бадминтон

Спорт

Январӗн 8-мӗшӗнче «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче бадминтон енӗпе районти ӑмӑрту иртрӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ҫавӑн пекех, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен командисем хутшӑнчӗç.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх шкулсен командисен хушшинче 1-мӗш вырӑна 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулăн, 2-мӗш вырӑна Ҫӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн, 3-мӗш вырӑна Аслӑ Аксу вăтам шкулӗн командисем йышӑнчӗç.

18 ҫултан аслӑрах хӗрсем хушшинче Кристина Карсакова ҫӗнтерӳçӗ пулчӗ, Айсылу Мударисова – кӗмӗл, Алена Ахмукова бронза медале тивӗçлӗ пулчӗç. Арҫынсен хушшинче чи лайӑх бадминтонист Фаниль Яфизов пулчӗ, 2-мӗш вырӑна Валерий Юманов, 3-мӗш вырӑна Дамир Измайлов çӗнсе илчӗç.

Призерсене пурне те кубокӗсемпе, дипломсемпе чысларӗç. Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн директорӗ Фаниль Яфизов спортӑн ҫак тӗсӗн федерацийӗн ертӳҫи пулнă май, мероприятие йӗркеленӗ çӗрте спонсор пулăшăвӗ пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев