Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Айрат Залялов Василь Шайхразиева «Çӗпрел энциклопедине» парнелерӗ

Унта пирӗн район делегацийӗ те хутшӑнчӗ.

Пăвари культура центрӗнче Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн ҫумӗ, Пӗтӗм тӗнчери Тутар конгресӑн Наци совечӗн ертӳçи Василь Шайхразиев хутшӑннипе ҫавра сӗтел  иртрӗ. Унта пирӗн район делегацийӗ те хутшӑнчӗ.

Тӗлпулу пынă вăхăтра çутӗç, культура учрежденийӗсен, ҫавӑн пекех социаллă-обществăлла пурнăçра тӑван чӗлхесене, ҫавӑн пекех халӑхсен хӑйне евӗрлӗхне сыхласа хӑварас çул-йӗр енӗпе  ӗҫ-хӗлне тӗплӗ анализ турӗç. Çак енӗпе Пӑва, Теччӗ, Ҫӗпрел районӗсен представителӗсем тухса калаçнисене итлерӗҫ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов паянхи кун тӗлне Ҫӗпрелӗнче 21 569 ҫын пурӑннине, вӗсенчен 57%  – тутарсем, 42% – чӑвашсем, 0,75% – вырӑссем тата 0,3 % – ытти наци представителӗсем пурӑннине пӗлтерчӗ.

Реклама

– Район тăрăхӗнче Тутарстанри патшалӑх чӗлхисен пӗртанлӑ правине тивӗҫтернӗ. Тутар тата чӑваш чӗлхисемпе «Туган як» тата «Тăван ен» район хаҫачӗсем пичетленсе тухаççӗ, – терӗ вăл.

Тухса калаҫнӑ вăхăтра Айрат Залялов Василь Шайхразиева «Çӗпрел энциклопедийӗ» кӗнеке тата ачасен искусство шкулӗнчи «Art-musik» сасă çырав студийӗнче тӗрлӗ чӗлхесемпе çырăннă, çамрăк талантсен пӗрремӗш альбомне парнелерӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев