Ахаль ӗçченрен пуҫласа тӗп инженер таран
Иван Михайлович Маскеевӑн ӗҫ стажӗ – 53 ҫул
Нумаях пулмасть ӗҫ ветеранӗ 90 ҫул тултарнине палӑртрӗ. Ӑна саламлама район пуçлăхӗ Марат Гафаров килнӗччӗ.
Пăрăнтăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Ранцев каланӑ тӑрӑх, Иван Михайлович хӑй пӗр легенда. «Ун ҫинчен нумайччен калаҫма пулать. Иван Михайлович – чӗрӗ энциклопеди. Вӑл поселокăн, элеваторăн историне питӗ лайӑх пӗлет. Кирек мӗнле темӑпа калаҫма тытӑнсан та, ăна тӗплӗн ӑнлантарса парать, – тет ял тăрăхӗн ертӳҫи.
Иван Михайлович Пăрăнтăк рабочисен поселокӗнче ҫуралса ӳсет. Ӗҫ çулне поселокра вырнаçнă элеваторта 1951 ҫулхи апрелӗн 17-мӗшӗнче пуҫласа ярать. 18 ҫул тултарнӑскер, ҫамрӑк каччă часах хӑйне ӑста ал ӑсти пулнă май кăтартать.
«Эпӗ слесарь пулса ӗҫлерӗм, хамӑн ӗҫӗме те, коллектива та питӗ юрататтӑм», – тет Иван Михайлович, ҫамрӑклăх ҫулӗсене аса илсе.
Паллах, тăрăшуллă, тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗçчен тимлӗхре пулать – ахаль слесарьтен каччӑ профессин çӳллӗ картлашкисем ҫине те хӑпарать. Тивӗçлӗ канăва та Иван Михайлович элеваторăн тӗп инженерӗ пулса ӗçленӗ май каять. Ҫакӑн пек ӗçри ӳсӗм тăвасси çине, ӗç суйласа çӳремесӗр, пӗр вырӑнта ӗçлени те витӗм панă пулӗ, мӗн тесен те – 53 ҫул!
Ҫак ҫулсенче вӑл мӗн чухлӗ ҫамрӑк ҫынна ӗҫе вӗрентмен-ши, нумайӑшне канаш панӑ, наставник пулнӑ!
Нумай наградӑсем, тӗрлӗ ҫулсенче панă Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем – ветеранӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине кӑтартакан паллăсем. Вӗсем ҫумне тата тепӗр парне хушăнчӗ – юбилейпе саламлама килнӗ вăхăтра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Иван Михайловичăн кăкăрӗ çине «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» юбилей медальне çакрӗ. Района аталантарассишӗн нумай ҫул ӗҫленӗшӗн ăна тав турӗ, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.
Иван Михайлович мӑшӑрӗпе, Елена Михайловнӑпа, тӑватӑ ача пӑхса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра Иван Михайловичӑн пысӑк ҫемье: 6 мӑнук, 5 кӗçӗн мӑнук.
Иван Маскеева паян та элеватор коллективӗнче манмаҫҫӗ. Юбилей ячӗпе савӑт-сапа ҫӑвакан машина парнелерӗç. «Государев Амбар» элеваторăн ертӳçи Васил Салахов коллектив ячӗпе ветерана Тав ҫырӑвӗ пачӗ.
Хӑнасем юбиляра çирӗп сывлӑх, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗҫ.
Иван Михайлович та вӗсемпе хаваслансах калаçрӗ, хăйӗн пурнăçӗ, асран кайми пулăмсем ҫинчен каласа пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев