Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Автосессире» техникумăн студенчӗсем

Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче «Автосесси — 2023» республика конкурсӗн муниципаллă тапхăрӗ иртрӗ.

Ӑмӑртура техникумăн 10 студенчӗ хутшӑнчӗ: Сергей Байгушев, Михаил Монохин, Виктор Фомин, Рим Хамидуллин, Владислав Копьев, Николай Лаврентьев, Иван Себиков, Анастасия Павлова, Григорий Борисов, Александр Кудряшов.

Конкурса вӑтам ятарлă вӗренӳ çурчӗн студенчӗсем тата вӗренекенӗсем хушшинче ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шутне чакарас тӗллевпе аслă вӗренӳ çурчӗн студенчӗсене тата вăтам ятарлă вӗренӳ çурчӗсен вӗренекенӗсене çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне пропагандӑлас ӗҫе хутшӑнма явӑҫтарас тӗллевпе ирттерчӗç. Çак мероприятие Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗ, «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи профилактика уйрăмӗн Пӑва уйрăмӗ тата «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗпе» пӗрле йӗркеленӗ.

Ӑмӑрту икӗ тапхӑрта иртрӗ. Техникумӑн пӗрремӗш теори тапхӑрне Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче ирттерчӗç. Вӗренӳ аудиторийӗнче студентсем ҫул-йӗр правилисене пӗлес енӗпе экзаменсем тытрӗç. Ҫак сăнав кăтартăвӗсем енӗпе хутшӑнакансене ун хыççăн практикӑллӑ задание кӗртрӗç.
Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ машинăна фигурӑллӑ çӳретесси пулчӗ, ăна студентсем автодром территорийӗнче иртрӗç.

Конкурса хутшӑнакансене парнелемелли мероприятие Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи полици уйрăмӗн полици начальникӗ Артем Абрамов, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн директорӗ Фаниль Яфизов хутшăнакансене саламларӗҫ. Вӗсем студентсене пурне те тав турӗҫ, ҫакӑн пек конкурссем водитель ӑсталӑхне, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшнине палӑртрӗҫ, малашне те ăнăçусем тата хӑрушсӑрлӑх ҫулсем сунчӗҫ.

Пӗтӗм сăнав пӗтӗм-летӗвӗсемпе I вырӑна — Сергей Байгушев, II вырӑна — Виктор Фомин, III вырӑна Михаил Монохин çӗнсе илчӗç.

Виҫӗ призерӑн та Хусанта ирттерекен «Автосесси — 2023» автомобилистсен конкурсӗн зона тапхӑрӗнче Ҫӗпрел районӗн чысне хӳтӗлеме тӳрӗ килӗ.

Мӗнпур призерсене те ҫӗнтерӳҫӗ грамотисене, кубоксемпе парнесене пачӗç. Ыттисем те парнесӗр юлмарӗç. Вӗсене грамотăсем пачӗҫ. Парнесене Хусанти «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Хусан хулинчи профилактика уйрăмӗн Пӑвари уйрӑмӗ хатӗрленӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев