«Автосесси – 2021» район конкурсӗ иртрӗ
Конкурсра «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» 9 студенчӗ хутшӑнчӗ
Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче студент-автомобилистсен хушшинче «Автосесси – 2021» район конкурсӗ иртрӗ.
Конкурса вӑтам ятарлă вӗренӳ çурчӗн студенчӗсем тата вӗренекенсем хушшинче ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шутне чакарас, ҫул-йӗр-юхăмӗн правилисене пӗлессине çирӗплетес, аслă вӗренӳ çурчӗн студенчӗсене тата вăтам ятарлă вӗренӳ çурчӗсен вӗренекенӗсене çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне пропагандӑлас ӗҫе хутшӑнма явӑҫтарас тӗллевпе ирттерчӗç. Çак мероприятие Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗ, «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑва уйрăмӗпе, «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗпе» пӗрле йӗркеленӗ.
«Çул-йӗр правилисене пӗлес», «Автомобиле илемлӗ ҫӳретес» этапсенче вăй виçрӗç.
Икӗ этап пӗтӗмлетӗвӗ енӗпе Антон Сурков – 1 вырӑн, Анатолий Кочуров – 2 вырӑн, Даниф Шарафутдинов 3 вырӑнсене йышăнчӗç. Ӑмӑртусенче ҫӗнтернисене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе тата хаклӑ парнесемпе парнелерӗҫ, ытти хутшӑнакансене «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн дипломӗсем, хавхалантаракан парнесем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев