Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Авторитетлӑ ертӳҫӗ, ырӑ ҫын

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан, ҫак кунсенче хӑйӗн 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тăвакан Тимерша Хайруллович Абдриев çинчен

Ахаль ӗçченрен пуҫласа организаци ертӳçи таран çӗкленнӗ, пурнӑҫри ҫӑмӑл мар нумай йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарнă ертӳçе тӑван ялӗнче те, районта та пӗлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Вӑл ырӑ ертӳçӗ, ăста йӗркелӳçӗ.

Тимерша Хайруллович нумай ачаллӑ ҫемьере иккӗмӗш ача пулса ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ вӑрҫӑра хутшăнать, амăшӗ тыл ӗҫченӗ пулать. Тимерша Абдриевăн ашшӗ те, амӑшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ, ачисенчен кашнинех аслӑ пӗлӳ илме, хӑйсен пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшнӑ.

Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче 8 класс пӗтерсен Тимерша Абдриев Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме кӗнӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑн пӗтерсен, тӑван ялне таврӑнать. Тӑван колхозри участокри ветеринари врачӗ пулса ӗҫлеме пуçлать. Вӑл вӑхӑтра Кивӗ Шемӗршелӗнчи ветеринари участокне Кӗçӗн тата Аслă Чăнлă, Пăрăнтăк, Кӗçӗн тата Кивӗ Шемӗршел ялӗсем кӗнӗ. Ун чухне ялсене ҫыхӑнтаракан ҫулсем те  пулман. Тимерша Хайрулловича пӗртен пӗр транспорт ҫӑлкуҫӗ пулса шутланнă лашапа хăйне пăхăнса тăракан ялсене ҫӳреме, выльӑх-чӗрлӗхе ветеринари пулӑшӑвӗ пама, тӗрӗслеме тивет. Техникумран вӗренсе тухсанах, Хусанти ветеринари институчӗн заочнӑй уйрăмне куçăмсăр майпа вӗренме кӗрет. Вӗренӗве вăл ӗҫпе пӗрле илсе пырать. Чун-чӗререн, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет. Унӑн чыслă ӗҫне районти, республикӑри ветеринари пӗрлешӗвӗсенчен тӗрлӗ ҫулсенче панӑ грамотӑсем кӑтартса параҫҫӗ.

1985 ҫулта ӑна «Ялкын» колхозăн председателӗ  пулма палăртнӑ. Кунта вӑл 1991 ҫулхи март уйӑхӗччен хуҫалӑха ертсе пырать. Ку ялта паян та авторитетлӑ ертӳçӗне хисеплесе аса илеҫҫӗ, вăл ырӑ кӑмӑллă пулни ҫинчен калаҫҫӗ. 1991 ҫулта ӑна «Татнефтепродукт» холдинг компанийӗн «ОАО «Пăрăнтăкнефтепродукт» филиалӗн генеральнӑй директорӗн должноҫне куҫарнӑ. Кунта вӑл тивӗçлӗ канăва тухиччен ӗҫлет, пенсие тухнӑ хыҫҫӑн та ӑна ӗҫрен ямаççӗ, ҫав должноҫрах тата 3 ҫул ӗҫлет.

Тӗрлӗ ҫулсенче тăрăшуллă, чыслă ӗçӗсемшӗн Тимерша Хайруллович «Хусанăн 1000 ҫуллăхӗ» медальпе, район пуҫлӑхӗн, районти  агроуправленийӗн тата ТР Ял хуҫалӑх Министерствин Хисеп грамотисемпе парнеленнӗ. Хисеп грамотисем хушшинче Тутарстанӑн пӗрремӗш Президенчӗн Минтимер Шаймиев ячӗпе панă грамотӑсем те пур. Вăл ӗç ветеранӗ те.

Мӑшӑрӗпе Хания  Хасанзяновнапа пӗрле вӗсем виҫӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ, ачисене аслӑ пӗлӳ илме, хӑйсен пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшаҫҫӗ. Паянхи куна Тимершапа Хания Абдриевсен ачисем хӑйсем ҫемьесем йӗркеленӗ, ачасене тивӗçлӗ воспитани парса пурăнаççӗ. Тимерша Хайрулловичăн пилӗк мӑнук.

Хальхи вăхăтра Абдриевсем хӑйсен килӗнче иккӗш кăна пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен пӳрчӗ яланах хӑнасемпе тулли, ачисем кашни эрнерех ашшӗпе амӑшӗ патне килсех тăраççӗ. Юбилей кунӗнче Ӗҫ ветеранне саламлама ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ район управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов тата ветерансен районти совечӗн ертӳҫин çумӗ Рустам Хамидуллин килнӗччӗ. Талгат Халитов ветерана юбилейпе саламларӗ, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалланă асӑнмалӑх медаль, парнесем пачӗ, сывлӑх сунчӗ. Район ветеранӗсен советӗнчен Рустам Хамидуллинпа паллă датăпа саламларӗ, юбиляра районти ветерансен Совечӗн ячӗпе парнесемпе Тав ҫырӑвӗ пачӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев