«Автомобильте ачана илсе çӳретмелли правилӑсем» çинчен пӗлетӗр-и?
Законсемпе правилӑсем час-часах улшӑнса тăраççӗ. Ачасене автомобильте лартса çӳретес енӗпе те правилӑсем ҫирӗпленнӗ, ҫӗнӗ требованисем йӗркеленнӗ.
Автоинспекторсем каланӑ тӑрӑх, 7 ҫула ҫитичченхи ачасене йывăрăшӗпе тата пӗвӗпе тӳрӗ килекен, пассажира тытса тăракан хатӗрсемпе (автокресло) çӳретмелле.
Çăмăл автомобилӗн умӗнчи кресли çинче 7рен пуçласа 11 ҫула çитичченхи ачана илсе çӳретесси унăн йывăрăшне тата пӗвӗпе тӳрӗ килекен кресло ҫинче кăна пурнăçланма тивӗҫлӗ.
Автотранспортăн хыçалти кресли ҫинче 7рен пуçласа 11 ҫулчченхи ачана лартса çӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑх пиçиххипе усӑ курма май пур, анчах çул-йӗр-транспорт аварийӗнче суранланассине чакарассишӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ ачасене тытса тăракан хатӗрсемпе (автокресло) усӑ курма сӗнет. Кун пек чухне вара çак хатӗр ачан йывăрăшне тата ӳсӗмне тӳрӗ килме тивӗçлӗ. 0-мӗш ушкӑна кӗрекен автолюлька кӗлетке йывăрăшӗ 10 килограма çити пулнă, 0-мӗш ушкӑна кӗрекен автокресло, вӑл ачасем валли 13 ҫул таран, автокресло кӗлетке йывăрăшӗ 15-25 килограмлă, 9-36 килограмлă ачасемшӗн уйрӑм сутăнать, вӗсенчен кашнинех автомобиль салонӗнче вырнаҫтармалли майсем те тӗрлӗрен. Ҫавӑнпа та ача креслисене, ытти хатӗрсене автомашина çине вырнаçтарас умӗн вӗсене вырнаçтармалли меслетсем пирки специалистсемпе канашлани паха.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев