Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Автомобиле хăвăн ятупа регистрациленӗ чухне

Халӗ автомобиль сутакансем машинӑна сутнӑ хыҫҫӑнах ГИБДД уйрăмӗнче ăна учетран кӑларма пултараҫҫӗ.

ОСАГО полисӗ транспорт хатӗрне регистрациленӗ чухне обязательнӑй документсен переченьне кӗмест.

Патшалӑх думи тивӗҫлӗ улшӑнусем йышăнчӗ, тесе çырать ТАСС ссылкипе «Татар-информ».

Ҫӗнӗлӗхсем транспорт хатӗрне регистрацилемелли тата вӗсене, хуҫисем улшăннипе, çӗнӗрен регистрацилемелли процедурӑсене пырса тивеççӗ.

Кунсӑр пуҫне, халӗ автомобиль сутакансем машинӑна ГИБДД уйрăмӗнче ăна сутнӑ хыҫҫӑнах учетран кăларттарма пултараҫҫӗ, ӗлӗкхи пек вунӑ кун кӗтмелле мар.

Енчен договора «Госуслуги» порталӗ урлă тунӑ е нотариаллă майпа çирӗплетнӗ пулсан, ӗлӗкхи хуҫи сутнӑ автомобиле патшалӑхăн регистраци учетӗнчен кӑларассишӗн заявлени пама пултарать.

Договора ансат, ҫыру формипе тунӑ пулсан, автомобиле учетран кӑларма договорăн оригиналне, сутнӑ хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен, регистраци уйрӑмне памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев