Автомобиль çӳретекен хӗрарăмсен ăмăртăвӗнче Елена Романова çӗнтерӳçӗ пулчӗ
Елена Хусанта ӑмӑртӗ
Паян хӗрарӑмсем машинăпа çӳренинчен ним тӗлӗнмелли те çук. Хальхи вăхăтра хӗрарăмсенчен хӑш-пӗрисем ăсталăхӗсем енӗпе арҫынсенчен те ирттереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та çавăн пеккисене палăртассишӗн автомобиль çӳретекен этемлӗхӗн черчен пайӗсем-хӗрарăмсем хушшинче ӑмӑрту ирттересси илемлӗ йăлана çаврăнчӗ.
Темиçе çултанпа районти автодромра ирттерсе пыракан ҫак конкурсра кăçал та чи ăста автомобилистсем-хӗрарăмсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсен ҫул-йӗр правилисене пӗлнисӗр пуçне автомобиле фигурӑллă çӳретме те тӳрӗ килчӗ. Паллах ӗнтӗ стартран финиша ҫитиччен иртнӗ вăхăта та шута илчӗç.
«ГИБДД» ПБУ Хусан хулинчи территориаллă управленийӗн профилактика пайӗн Пăвари уйрăмӗн пуçлăхӗн ӗçне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Сирина Мурзакова сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, ҫакăн пек ӑмӑртусем ирттересси ахальтен мар. Пӗрремӗш черетре, çакăн тӗллевӗ – çулсем çинче çӳрекен автомобилистсен пӗлӗвне лайăхлатасси, ăсталăхӗсене ӳстересси. Реальлӗ пурнăçра та автомобиль çӳретессишӗн удостоверени илнӗ чухне ҫул-йӗр правилисене пӗлмешкӗн экзамен тытма тӳрӗ килет. Кунта та вӗсем ҫак принциппа ӑмӑртрӗҫ.
Калас пулать, конкурсра хутшӑнакан хӗрарăмсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхӗ те çултан-çул лайӑхланса пырать. Ҫакна шута илнӗ вӑхӑт кӑтартӑвӗ те ҫирӗплетсе парать. Мӗнпур тупăшакансенчен те мала тухнă Чӑваш Ҫӗпрел ялӗн хӗрӗ Елена Романова хӑйӗн çӗнтерӗвӗ çинчен çапла тет: «Эпӗ руль тытса çӳрес енӗпе ҫӗнӗ ҫын мар. Вунӑ ҫула яхӑн автомобиль ҫӳрететӗп. Правилăсене пăсни пулман, çул çинче йӗркесӗр çӳрекенсене те килӗштерместӗп. Мӗнпур автомобилистсене те пӗр-пӗринпе тимлӗ пулма сӗннӗ пулăттăм», – тет вăл. Конкурсра мӗнпур хутшӑнакансене хаклӑ парнесем пачӗç, призлă вырӑнсене ҫӗнсе илекенсене кубоксем тата медальсемпе чысларӗç. Республика шайӗнче район чысне Елена хӳтӗлӗ. Ăна ăнăçу сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев