Реклама
Хыпарсем
Автоматика пурнӑҫа хаклама вӗрентет
«Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» Патшалăхăн бюджет управленийӗн директорӗ Рифкать Минниханов хӑрушсӑрлӑх ременӗсене фотовидеофиксацилесси ҫинченхи хӑйӗн шухăшӗсене пӗлтерсе, паянхи кун вӗсем ӑнӑҫлӑ меслет тесе каларӗ.
2021 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстан Республикин автоçулӗсем çинче, фотовидеофиксаци комплексӗсемпе палӑртнӑ даннӑйсем тӑрӑх, РФ КоАП 12.6 статйипе килӗшӳллӗн, «хӑрушсӑрлӑх пиçиххине лектерменни тата пиҫиххисемпе ҫыхăнман пассажирсене турттарас» енӗпе РФ Çул-йӗр правилисен 2.1.2 пункчӗн требованийӗсене пӑснӑшӑн 1000 тенкӗ калăпăшӗнче административлӑ штраф тӳлеттересси ҫинчен постановлени кăларма пуҫларӗ.
Çапла вара, халиччен пулнă пропагандăна, агитацилессине, тинех, автоматика улӑштарма пуçларӗ. Июлӗн пилӗк кунӗ хушшинче кӑна та «техника хатӗрӗсем» (ФВФ комплексӗсене çапла калаççӗ) 1000рен ытла транспорт хатӗрӗсен салонӗнче хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсене лектермен тӗслӗхсене уçăмланă, 815 автомобиль хуçисене ТР енӗпе Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД управленийӗ ЦАФАП (административлӑ правӑна пӑснисене автоматизацилекен ушкăн центрӗ) ӗçченӗсем штрафсемшӗн протоколсем янă.
Машинăпа пынă чухне хăрушсăрлăх пиçиххийӗсене лектерменнин кăтартăвӗнче вилӗмпе вӗçленнӗ çул-йӗр-транспорт инкекӗсем тата йывӑр травмӑсем килсе тухаççӗ. 2021 ҫулăн 6 уйăхӗнче, урăхла каласан январь уйӑхӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗчченхи тапхăрта, республикăра пулнă çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсене лектерменнине пула 6 ҫын вилнӗ тата 6шӗ йывӑр суранланнă.
– Хисеплӗ шоферсем тата пассажирсем, автомобиль ҫине ларсан чи малтанах хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсене лектерӗр – вӗсене ӑслӑ ҫынсем – инженерсем шухӑшласа кӑларнӑ, теççӗ ГИБДД ӗҫченӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев