Автоинспекторсем шкул ҫумӗнчи лагерьсенче ачасемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ
1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел тата Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗсенче йӗркеленӗ шкул ҫумӗнчи лагерьсенче «Хӑрушсӑр каникул» ятлӑ мероприятисем иртрӗҫ.
Ҫакӑн пек мероприятисен тӗп тӗллевӗ – ачасенче урамра тата общество транспортӗнче хăйсене хӑрушсӑрлăхлă тытас хăнăхусене ҫирӗплетесси.
Ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас тӗллевпе, Пӑва хулин «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» муниципаллă бюджет учрежденийӗн Пăва уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова тата районти ертсе пыракан специалист Александра Яковлева лагерьте канакан ачасемпе калаҫу ирттерчӗç. Мероприяти питӗ кăмăллă, интереслӗ, вӑйӑсемпе усӑ курнипе иртрӗ. Ачасене ҫул ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли тата ҫул-йӗр правилисем ҫинчен ăнлантарчӗç. Ҫавӑн пекех, автоинспекторсем тумтир е атӑ-пушмак çинче ҫутта тавăракан элементсем çыпăçтарса усă курнин кирлӗлӗхӗ ҫинчен те калаçрӗç.
Ачасем ребуссемпе, сканвордсем турӗç, пазлсем пуҫтарчӗç. Мероприяти вӗçӗнче «Ялта каникул» текен ролик пăхрӗç. Вӗсене ҫутта тавăракан элементсем те парнелерӗç.
Аса илтеретпӗр, автомобильпе пынă чухне водитель çулпа пыракана çывăхри çутăпа 50 метртан, инҫетрипе – 100 метртан курать. Ҫуран ҫӳрекенсен тумтирӗ çинче ҫутта тавӑракан элементсем пур пулсан вӗсене ҫывӑхри фара ҫутинче 200 метртан курма пулать, инҫетри ҫуттинче – 350 метртан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев