Автоинспекторсем ачасем патӗнче
Хăрушсăрлăх: ГИБДД
Ача сачӗсенче ҫул-йӗр правилисем енӗпе профилактика калаҫӑвӗсем иртрӗҫ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче автоинспекторсем ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн правили, ҫуран ҫӳрекенсем валли хӑрушсӑр вырӑнсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Автомашина çӳрекен çула мӗнле тӗрӗс каҫмалли, ҫул паллисемпе светофорсем ҫуран ҫынсене ҫул-йӗр çинче пулӑшнине аса илтерчӗҫ. Ачасен тимлӗхне ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курмалли çинчен тата унăн пӗлтерӗшӗ çинчен каларӗç.
Хусан хулинчи «Çул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» профилактика управленийӗн Пăвари пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ Екатерина Журавлева та ҫуран ҫӳрекен ачасем çул-йӗр правилисене пăсни час-часах ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсем патне илсе пыни çинчен аса илтерчӗ. Ку вӑл — ҫуран ҫынсем каçмалли вырӑн пулмасан та, çул урлă каçни, чарӑннă е ҫӳрекен транспорт хатӗрӗсем хушшипе иртни, светофор сигналӗсене пӑхӑнманни тата ытти те..
Ҫак илӗртӳллӗ тӗлпулӑвӑн черетлӗ тапхӑрӗ ҫул-йӗр правилисем çинчен пӗлӳ паракан мультфильмсене кӑтартасси пулчӗ. Мероприяти вӗçӗнче ачасем çул-йӗр правилисем енӗпе пазлсем пухрӗç, пуҫватмăшсен тупсăмӗсене шырарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев