Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Автобабай – 2022» конкурсра

Конкурса Ватă ҫынсен кунӗ тата вунӑ кунлăх шайӗнче районта пӗрремӗш хут иртрӗ

 

Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче Ватă ҫынсен кунӗн халалланă тата вунӑ кунлăх шайӗнче «Автобабай – 2022» конкурс иртрӗ.

Конкурса çул-йӗр-транспорт аварийӗсен шутне чакарас тӗллевпе Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗ, Хусанти хулинчи «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн профилактика пайӗн Пăва уйрăмӗ ирттереҫҫӗ.

Конкурсра «В» категориллӗ автомобиль çӳретме прави пулнă 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем тата 60 ҫултан аслӑрах арҫынсем: Любовь Аттина, Николай Ефремов, Фариз Шакиров, Рашит Багаутдинов, Рустам Хамидуллин, Фиркат Замалетдинов, Михаил Ларионов, Валерий Марков тата Роза Насибуллина хутшӑнчӗҫ.

Конкурса, йӑлана кӗнӗ пек, хутшӑнакансем икӗ сăнав иртрӗҫ:  çул-йӗр правилисене пӗлнине  – Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче, унтан ятарлă трасса ҫинче автомобильпе ăста çӳренине  кӑтартса пачӗç.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Артем Абрамов «Автобабай – 2022» конкурсра хутшӑннисене, ҫитес уявпа – Ватӑ ҫынсен кунӗпе – саламларӗҫ, конкурса хутшӑннӑшӑн тав турӗҫ, сывлӑх, телей ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх  I вырăна Фиркать Замалетдинов, II вырӑна – Михаил Ларионов, III вырӑна – Николай Ефремов çӗнсе илчӗç.

Призерсене Дипломсем, кубоксем, медальсем тата парнесем пачӗç.

Фиркать Замалетдинов вара район чысне республикӑри тапхӑрта хӳтӗлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев