Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Августăн 19-мĕшĕ — Панулми сăпасĕ

Пыл сăпасӗ хыççăн, иккӗмӗш Сăпас кунӗнче чиркӳре панулмисене сăвапланӑ тата ҫак уява ҫуллан тӗп уявӗ тесе шутланă.

Ку уявра панулмине пухнă тата хатӗрленĕ. Ялта Панулми сăпасĕччен панулми ҫиме килӗшӳсӗр тесе шутланӑ. Тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫимӗҫсене тутанса пӑхсан ҫеҫ вӗсене йывӑҫ ҫинчен татса ҫиме юранă.

Сăпас кунӗнче пӗтӗм яла панулми шӑрши сарӑлнӑ. Панулмисене чиркӗве ҫыхӑсемпе, карçынккӑсемпе йӑтнă, пасарсенче лавсемпе сутнă.

Панулми пуриншĕн те усăллă. Унта тĕрлĕ витамин нумай. А витамин инфекци чирĕсенчен сыхланма, куç çивĕчлĕхне ӳстерме пулăшать. Сайра-хутра тĕл пулакан G витамин вара апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатать, ӳсме пулăшать. С тата В ушкăнри витаминсемпе те пуян панулми.

Унсăр пуçне пиçсе çитнĕ панулмире йод шайĕ бананран 8 хут ытларах, апельсинран — 13 хут. Апла пĕсехе парĕн чирĕпе нушаланас мар тесен панулми çимелле.

Панулмире тимĕр нумаях мар, анчах унра организма ытти çимĕçри — калăпăр, çăмартари е пĕверти — тимĕре лайăрах ирĕлтерме пулăшакан япаласем пур. Кальци вара çителĕклех.

Пектин пурри вар-хырăма йĕркеллĕ ĕçлеттерме май парать. Панулми юн тымарĕсене çирĕплетет, ӳт тăртанса тăнине ирттерет.

Туртакансене сиенлĕ йăларан хăтăлма 3 кун панулмипе тата симĕс чейпе кăна пурăнма сĕнеççĕ.

Тăваттăмĕш кунне вара туртас кăмăл сĕвĕрĕлет.

Тăтăшах панулмипе тата унăн сĕткенĕпе усă курни пуç мимин клеткисене арканасран упрать, астăвăма çирĕплетет.

Панулмире инфарктран, инсультран, ракран хӳтĕлекен антиоксидантсем пур.

Уйрăмах вăл çимĕçĕн хуппинче нумай.

Пĕрмаях панулми çисе начарланма та пулать: углевод çăва куçманран çын майĕпен çӳхелет.

Панулмине урăх çимĕçпе хутăш çиме юрамасть, газ пухăнса аптратма пултарать. Урăх çимĕçе çийиччен çур сехет те пулин вăхăт иртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев