Августăн 14-мӗшӗ — Пыл Cӑпасĕ
Пĕрремĕш Сăпас — çуллана ăсатни те.
Пыл Сăпасĕ (çаплах Мăкăнь Сăпасĕ, Пĕрре́мĕш Сăпас) — славянсен халăх календарĕн кунĕ, Успенире типĕ тытнин пĕрремĕш кунĕ, çак кунтан пуçласа пахчаçимĕçе çиме тата, çаплах, пыла илсе сăвапласа çиме юрать.
Пыл усăллă
Çак çимĕç питĕ сиплĕ. Унпа ĕлĕкренех тĕрлĕ чир-чĕртен хӳтĕленме усă курнă. Асăрхăр: пылра организма çирĕплетекен 300 яхăн усăллă япала.
Вĕлле хурчĕ питĕ тăрăшуллă. Ахальтен мар маттуррисене «пыл хурчĕ пек ĕçчен», теççĕ. Ырми-канми тăрăшакан хурт-кăпшанка халалласа сахал мар хайлавсем çырнă. Акă, чăвашсен паллă поэчĕ, драматургĕ Федор Павлов «Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт» ятлă сăвă та шăрçаланă. Литературăра тата ытти тĕслĕхе илме кăтартма пулать.
Пыл хурчĕсем 80 процента яхăн ял хуçалăх ӳсентăранне, нумай çул ӳсекен курăксене шăркалантараççĕ, тăван тавралăха упраса хăварма пулăшаççĕ. Çавăнпа та этемĕн çак хурт-кăпшанка хаклама пĕлмелле. Вĕлле хурчĕсем пĕтсен ӳсентăрана шăркалантаракан юлмасть, вара вăрлăх та пулмасть. Этемĕн те, выльăх-чĕрлĕхĕн те апат рационĕ самаях чухăнланĕ.
Пыл хурчĕсемсĕр пурнăç çук. Çакна кашнин асра тытасчĕ.
Сĕтпе пылăн усси
Сĕтпе пыл каç çывăрма выртас умĕн ĕçни организма усăллă витĕм парать. Çывăрнă вăхăтра ӳтрен наркăмăшлă веществосем тухаççĕ, иммунитет вăйлăланать. Витаминсем психикăпа эмоци тăрăмне йĕркене кĕртеççĕ, стреса парăнма памаççĕ, пăшăрханупа дискомфорта пĕтереççĕ.
Апат шăранаслăхне лайăхлатать, шыçăсене пĕтерет, шыçăсенчи юн çӳренине вăйлатать, апат ылмашăвне тата гормон фонне йĕркене кĕртет, иммунитета çирĕплетет.
Вĕри сĕтпе пыла куллен ĕçни шалти органсен ĕçне йĕркелесе ярать. Çак шĕвеке шăнса пăсăлассинчен сыхланма тата инфекцие пула шыçă пулакан процессенчен асăрханма ачасен те, çитĕннисен те ĕçмелле. Витаминсемпе минераллă веществосем нумай пулнăран сĕтпе пыл метаболизма лайăхлатать, апат шăранаслăхне йĕркене кĕртет, иммунитета çирӗплетет.
Пылпа тата лимонпа
Шӑнса пӑсӑлнине пылпа тата лимонпа сиплени кама сиен кӳме пултарни пирки каласа кӑтартнӑ. Специалист каланӑ тӑрӑх, пылпа, импӗрпе тата лимонпа шӑнса пӑсӑлнӑ чухне анлӑ усӑ кураҫҫӗ, вӗсенче иммун тытӑмӗн ӗҫне лайӑхлатма пултаракан витаминсемпе усӑллӑ япаласем нумай. Ҫав хушӑрах пыла виҫине пӗлмесӗр ҫисен ҫын хӑйне вӑйсӑр туйма, ыйхӑланма тата мӑнтӑрланса кайма пултарать. Лимонри йӳҫек вара хырӑмлӑх-пыршӑлӑх ҫулне сиенлетме пултарать. Уйрӑмах гастритпа аптӑракан ҫынсен лимонпа апатра асӑрханса усӑ курмалла. Импӗр апат ирӗлтерекен тытӑм ӗҫне лайӑхлатать, анчах та хӑш-пӗр чухне хырӑмлӑх-пыршӑлӑх тӗлӗшпе сывлӑха сиенлетме пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев