Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Август уйăхĕнчи пахча ĕçĕсем

Çуллахи кунсен юлашки уйăхӗнче пахчаçăсен пин тӗрлӗ ӗç

Кăмăллă çу

Ытла та хăвăрт иртеççĕ çуллахи кунсем. Август уйăхне те кĕтĕмĕр. Ку уйăх пахчари тухăçа пуçтарса илсе тепĕр çул валли хатĕрленмелли вăхăт. Пахчара темĕн чухлĕ ĕç. Килте те пухнă çимĕçе кирлĕ пек вырнаçтарма ĕлкĕрмелле. Варени-компот тумалла, маринадламалла-тăварламалла, типĕтмелле...

Улма-çырла

Август уйăхĕнче сад-пахчара улмуççине, грушăна сыпмалли вăхăт. Хурлăхан тĕмĕсене хунав ярса çĕнетмелле.
Уйăх пуçламăшĕнче татмасăр хăварнă хĕрлĕ, хура, шурă хурлăхансене пуçтармалла. Çырла татман тĕмсен тепĕр çул валли çĕнĕ папкасем лайăх аталанаймĕç — эппин, тухăç та сахалрах пулĕ.
Хăмла çырлин пуçтарса кĕртнĕ, хăрнă турачĕсене çĕр çумĕпе касмалла. Çавăн пекех имшеркке, чир-чĕрпе сиенленнĕ хунавсене те касăр, вĕсем тепĕр çул ыттисене чирлетме пултараççĕ. Килес çула хăварнă хунавсен тăррисене 30-40 см яхăн касăр. Ку вĕсене хăвăртрах пулса çитме май парĕ.
Çавăн пекех август уйăхĕнче пахчари çумкурăка тасатассине те манмалла мар. Çумкурăк вăрă сапсан тепĕр çул хамăрăнах ытларах тăрмашма тивĕ.
Çанталăк типĕ тăрсан улмуççине, грушăна, сливăна шăварма юрать. Анчах астăвăр, улмуççине пуçтарас умĕн ытлашши шăварсан панулми тăкăнма пултарать.
Çулла пулакан панулмине, грушăна пуçтарса кĕртмелле. Çĕнĕ тĕмсем лартас тетĕр тăк вĕсене валли халех вырăн палăртса хатĕрлеме пуçлăр. Кĕрхи çимĕçсене упрамалли вырăна хатĕрлĕр. Тасатăр, уçăлтарăр.

Çӗр çырли лартасси

Август уйăхĕн иккĕмĕш çурринче çĕр çырли /виктори/ куçарса лартмалли вăхăт. Ку ĕçе сентябрь уйăхĕн çурриччен туса пĕтермелле. Мĕншĕн тесен каярах лартнă çырла çеçки сивĕ киличчен лайăх тымарланса ĕлкĕреймĕ. Яланхи мелпе лартма юрать, 60-65 см — йĕркесем хушши, 30 см — çеçкесен хушши. Тепĕр мел — икĕ йĕрлĕ ретсем. Икĕ касă пĕр-пĕринчен 30 сантиметрта, унтан тепĕр икĕ рет хушшинче — 65 сантиметр, çырла тĕмĕсем те пĕр-пĕринчен 30 сантиметрта шахмăт хăми пек черетленсе пымалла. Кашни тĕм пуçне лайăх çĕрнĕ тислĕк, пĕр чей кашăкĕ суперфосфат, чĕптĕм кĕл илсе пăтратмалла, хатĕрленĕ шăтăксене хурса тухмалла, шыв сапмалла. Çырла çеçкине лартнă хыççăн тăпрана пусăрăнтармалла та каллех шăвармалла.

Пахчаçимĕç те пиçсе çитет

Июнь уйăхӗн вӗçӗнче е август пуçламăшĕнче сухан кăларса типĕтмелле. Çĕр нӳрĕк чухне туналанса вăрăна кайнă пахчаçимĕçе тăпăлтармалла. Петрушкăна, сельдерее, кишĕре кирлĕ чухлĕ суйласа кăлармалла. Август уйăхĕн пуçламăшĕнче дайкон, редис, кресс-салат акса пĕтермелле. Сухана ешĕлле çиме лартмалла, шпинат акмалла.

Купăста. Ир пулакан сортсене касса пуçтармалла. Рюссель купăстин тăррине касмалла — текех çӳлелле ан кармаштăр. Чечеклĕ купăстан пуçĕсене çулçине хуçса çыхса витмелле. Кĕрхи купăстана кăпкалатса апатлантармалла.

Помидор. Уйăх пуçламăшĕнче помидорăн тăррине хуçса илĕр, çурăлайман чечеклĕ хунавĕсем те кирлĕ мар — ӳссе аталанаймĕç. Çимĕçсем хӗрелнĕçемĕн аялти сарăхнă çулçăсене иртмелле. Çимĕçсене çĕрлехи температура 8 градусран сивĕрех пуличчен пуçтарса илмелле.

Кавăн, кабачок, хăяр

Хăяр, кабачок пуçтарăр. Кавăнăн ӳсекен хунавне хуçмалла.
Пăрçа, фасоль. Хутаçпа пулакан фасоле пуçтармалла. Ăна консервлама е шăнтса хума юрать. Тĕшĕлле пуçтарканнине фасоль пулса çитнĕ майăн тĕшĕлемелле.
Çĕрулми. Кăлариччен 7-10 кун маларах çĕрулми çеçкине çулмалла. Çĕрулмине кăларнă хыççăн суйламалла, типĕтмелле те упрама хумалла. Пушаннă вырăна сидерат — ыраш, вика, рапс, горчица, тулă — акма юрать.
Парник, теплица, нӳхреп-сакай. Çимĕçсене пуçтарса илнĕ май теплицăри çеçке-тунана пуçтарса çунтармалла. Упрамалли вырăнсене тасатмалла, пурă, акшар хутăшĕсемпе, пăхăр /медь/ купоросĕпе пĕрĕхсе типĕтмелле. Кӳкĕрт /сера/ шашкисем çунтарса дезинфекцилемелле.
Енчен те иртнĕ çулта тата кăçалхи çур çулта лайăх ĕçленĕ пулсан сирĕн нӳхреп-ампар ăмсанмаллах тулать çак уйăхра. Август-сентябрь уйăхĕсенче ӳркенмесессĕн тепĕр çулхи тухăç валли никĕс лайăх пулĕ.

Удобрени кӗртесси

Август уйăхĕнче йывăç-тĕм ӳсме пăрахать. Хĕле лайăх хатĕрленмешкĕн вĕсене фосфорлă калий имлĕхĕпе апатлантарăр. Çакăн хыççăн йывăç-тĕм тавралла кăпкалатма юрамасть, шăварма та сĕнмеççĕ.
Енчен те йывăç-тĕм кутĕр /парша/ чирĕпе сиенленнĕ пулсан йывăçа тата ун айĕнчи тăпрана мочевинăпа пĕрĕхĕр /10 л шыва 500 г мочевина/.

Сырлан çырлине пуçтарасси

Çак уйăхра сырлан çырли пуçтарма юрать. Хальлĕхе вăл хытăрах пулнипе лайăх татăнать. Кĕр еннелле вара татнă чухне çырласем лапчăнаççĕ.

Сухана мӗнле упрамалла?

Сухан лайăх упрантăр тесен ăна вăхăтра кăлармалла, тĕрĕс, хĕвел питтинче типĕтмелле. 
Сухана явса çивĕтлесе упрас тесен унăн çеçкине татмалла мар. Енчен те ещĕкре е курупкара, е карçинккара упрасассăн сухан çеçкипе тымарне татмалла. Сухан упрамалли савăт сывлăша лайăх ямалла. Картун курупкана сывлăш кĕмешкĕн шăтăксем тумалла. Кивĕ капрон чăлхана тултарса çакма та юрать.
Управа хуриччен сухана лайăх тĕрĕслемелле. Çĕрме пуçланисене уйăрмалла, типĕ çĕрте, 18 градус ăшăра упрамалла. Нӳрĕклĕх пысăк пулсан сухан çĕрме пуçлать. Управри пахчаçимĕçе вăхăт-вăхăт тĕрĕслемелле, çĕрме пуçланисене илмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев