«Атте вӑрҫӑран таврӑнаймарӗ...»
Аслă Çӗнтерӳ: 80 çул
Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Гульзиган Шайдуллова хӑйӗн ачалӑхне, телейне тата сывлӑхне «вӑрланӑ» вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илчӗ...
Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫи пуҫланнă чухне Гульзиган 11 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Унӑн ашшӗ, ялти ытти арçынсем пекех, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса каять.
— Аттерен килнӗ хут татăкӗ пирӗн ҫемьешӗн чӑн-чӑн уявччӗ, — тет вӑл. — Ялта арҫынсем юлманпа пӗрехчӗ, колхозри пӗтӗм йывӑр ӗҫ хӗрарӑмсем, ват арçынсемпе ачасем ҫине тиенчӗ. Эпир, ачасем те, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшрӑмӑр. Иртен пуҫласа каҫчен хирте ӗҫлерӗмӗр.
1942 ҫулхи ҫулла ашшӗ вилни ҫинчен хыпар килсе çитет. Ҫак ҫухатӑва ӗненмесӗр, Гульзиган аппа вăрçăран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ юлташӗсен ашшӗсенчен: «Мӗншӗн эсир ман аттене те илсе килмерӗр?» — тесе ыйтнă.
Гульзиган аппа ӗмӗр тӑршшӗпех фермӑра ӗҫлет. Мăшăрӗпе Джаудатпа пӗрле вӗсем пилӗк хӗр пăхса ӳстереççӗ, вӗсене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсен ҫемйине йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та Гульзиган Шайдуллова фермӑра малалла ӗҫлет. Унӑн тăрăшуллă ӗҫне ертӳçӗсем пысӑка хурса хаклаççӗ.
— Анне яланах выльăх-чӗрлӗх юратрӗ, колхозăн выльӑхӗсене те çавăн пекех. Килте те, 88 ҫулччен, ӗне усрарӗ. Пӗр кун ӗҫсӗр ларман, — тет, ăна пăхма яла куҫса килнӗ унăн хӗрӗ Сирина. — Пире те ӗҫлеме вӗрентрӗ. Унӑн амӑшӗ — кукамай та питӗ ӗçчен, чипер хӗрарӑмччӗ. Яланах тирпейлӗхе, тӳрӗлӗхе юратрӗ.
Гульзиган Шайдуллова нумай та мар, сахал та мар — 95 ҫул тултарчӗ. Районăн хисеплӗ тыл ӗҫченӗ. Ҫавна май районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гумар Халитов ăна Раҫҫей Президенчӗн саламлӑ ҫырăвне, асӑнмалӑх парне пачӗҫ. Сывлӑх, телей тата тăнăçлăх сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев