Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Атте çинчен асаилӳ

Николай Кузьмин, Анат Чакă вăтам шкулӗнче вӗрентекен

Унăн кӑкӑрӗ ҫинче  – «Берлина илнӗшӗн», «Варшавӑна илнӗшӗн», «Çапӑҫура палăрнăшăн» медальсемччӗ.   

Михаил Еремеевич Кузьмин, 1913 çулхи октябрӗн 10-мӗшӗнче Кӗҫӗн Аксу ялӗнче ҫуралнă. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ. 4 класс пӗтернӗ. 1934 ҫулта РКСМ ретне кӗнӗ, ун ҫинчен 1934 ҫулта панӑ комсомол билечӗ ҫирӗплетсе парать. Колхоз производствине юсас ӗҫе хастар хутшӑннӑ, 1930-мӗш ҫулсенче Чукалти МТС-ра тракторист пулса ӗҫленӗ. «Фордзон» тракторсемпе колхозăн уй-хирӗнче, Чукал кусчӗн тата ытти кустсен уй-хирӗсенче ака-суха тата кӗрхи ӗҫсене хутшӑннӑ. 

Вӑл каланӑ тӑрӑх, тракторсем кабинӑсӑр пулнӑ, хальхи тракторсемпе танлаштарсан, нимӗнле условисем те пулман. Йывӑр условисенче ӗҫленӗ. Тракторсене кукăр стартерсемпе ӗҫлеттересе янă, ку питӗ кӑткӑс, уйрӑмах кӗркунне.

Çапла 1939 ҫулхи ҫуллаччен, финн вӑрҫи пуҫланиччен, ӗçлет. Ӑна финсен вӑрҫине мобилизацилеççӗ. Петрозаводскине ҫитсен, Финляндипе СССР хушшинчи мирлӗ договор ҫине алӑ пусни ҫинчен пӗлтереççӗ.  Атте вара финн вӑрҫине хутшӑнайман, каялла таврӑннӑ. Унтан Чукалри МТС-ра тракторист пулса ӗҫлеме пуҫланă.

1941 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Тăван çӗршыв Аслă вӑрҫи пуҫланать.  Аттене, Михаил Еремеевича броньăпа, механизаторсем ҫитменнипе, пӗр ҫуллӑха хӑварнӑ.  Ӑна 1942 ҫулхи ҫулла мобилизацилеççӗ. Белоруссире Бобруйскра ҫамрӑк салтаксен курсне иртет. Курса иртнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк салтака танк бригадине яраççӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, Катуков бригадине... Гварди сержант званипе, аттене 1945 ҫулхи январь уйӑхӗнче «На разгром врага» хаҫат редакцийӗнче мотоциклист пулса служить тума палăртаççӗ.  Мотоциклне корпусӑн пӗтӗм ҫулӗн юхăмӗ тăрăх лайӑх çӳретнӗ. Транспорт хатӗрӗ яланах юсавлă пултăр тесе тӑрӑшнă. Редакцин литература сотрудникӗсемпе тӑтӑшах отделсем тӑрӑх ҫӳресе, оперативлӑ ҫырусене редакцие вӑхӑтра илсе пырассине тивӗҫтернӗ, ҫавна май хаҫата вӑхӑтра тухма пулӑшнӑ.  Йывӑр ҫапӑҫу условийӗсенче хӑйне хăюллăн тынӑ.  

Михаил Кузьмин Правительство наградине – Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр Орденне тивӗçлӗ пулнă (1945 ҫулхи февралӗн 6-мӗшӗнчи «На разгром врага» Хӗрлӗ Ҫар хаҫачӗн секретарӗ, гварди майорӗ В.И.Котов алă пуснă).

Награда хутне эпӗ, интернет урлӑ Подольск облаҫӗн оборона Министерствине çырса ярса, аттен докуменчӗсене тупма пултартӑм. Архивра аттен, Михаил Еремеевич Кузьминӑн, мӗнпур докуменчӗсем упранаҫҫӗ. Унта унӑн награда хучӗсен копийӗсем пур.  14-мӗш номерлӗ ещӗкре 1945 ҫулхи февралӗн 20-мӗшӗнче наградӑланӑ ҫыннӑн «Паттӑр ӗҫӗсемшӗн» медалӗн удостоверенийӗн копийӗсем выртаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех, унта танк бригади нимӗҫ фашисчӗсен захватчикӗсенчен хӑтарнӑ  хуласен вăрçăри ҫулӗ те пур (иккӗмӗш сăн ӳкерчӗк), унта манăн атте хӑй те хутшӑннӑ. Бригадăн вӑрҫӑри ҫулне, сӑмахран, Харьков, Киев, Белая Церковь, Винница, Иван-Франковск, Тернополь, Луцк, Перемысль хулисем, Польшăра Люблин, Познань, Щецин хулисем, Берлина çитсен вӗсем Гданьск хулине  фашистсенчен ирӗке кӑларма хутшӑнаççӗ.

1945 ҫулхи июль уйӑхӗнче атте килнӗ  демобилизаци йӗркипе таврӑнать. Хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫине орденсем ҫакнӑ каччă тӑван яла савӑнӑҫлӑн та ҫӗнтерӳпе килсе кӗрет.  Ирӗке кӑларакансене пӗтӗм ял, пӗчӗккинчен пуҫласа асли таранах, кӗтсе илет.  Аттен кӑкӑрӗ ҫинче «Берлина илнӗшӗн», «Варшавӑна илнӗшӗн», «Çапӑҫура палăрнăшăн» медальсем пулнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, демобилизаципе таврӑннӑ ытти салтаксем пекех, ялти активлӑ пурнӑҫа хутшӑнать. Атте колхоз производствинче механизаторта ӗҫленӗ, ял хуҫалӑх техникине юсанӑ.  Анчах унӑн пыл хурчӗсене юратас хобби пурччӗ. Ӑна Фрунзе ячӗллӗ колхозра пыл хурчӗсене ӗрчетес ӗç те шанса параççӗ. Унта вӑл пенсие тухиччен ӗҫлерӗ. Пыл хурчӗсене питӗ юратрӗ.

Вӗсем, ман аннепе – Анастасия Федоровнӑпа,  5 ача: виҫӗ ывӑл тата икӗ хӗр пăхса ӳстерчӗç. Эпӗ пилӗк ачаран чи кӗҫӗнни. Ялта юлтăм. Тӑван ялта юлнӑшӑн ӳкӗнместӗп. Аслă тете, Иван, 1942 ҫулта çуралнă, халӗ Хусанта пурӑнать. Нумай ҫул хушши Шалти ӗçсен уйрăмӗнче, Хусан хулин Приволжски районӗн шалти ӗçсен пайӗнче дознаватель пулса ӗçлерӗ. Хальхи вӑхӑтра пенсире. Иккӗмӗш тете, 1948 ҫулта ҫуралнӑскер, Хусанта пурӑнать. Хусанти танк училищинчен вӗренсе тухсан, лейтенант званийӗпе Германири ҫарсен ушкӑнне службăна яраççӗ, Чехословакире службӑра тӑрать, унтан Туркестан ҫар округне яраççӗ. Унтан Афганистанра 3 ҫула яхӑн службӑра тӑрать. Нагорный Карабахра çар юхăмӗнче хутшăннă çар çынни. Çар наградисем: «Хӗрлӗ Ялав орденӗ», «Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсенче вăй хунăшăн» панӑ орден.  Аккасем пенсире, иккӗшӗ те Хусанта пурӑнаҫҫӗ. Тӑвансемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе яланах ҫыхӑну тăратпӑр. 

Эпӗ хам 1954 ҫулта ҫуралнӑ, шкул хыҫҫӑн Хусанти патшалӑх педагогика институчӗн, историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухрăм. Пуҫламӑш классене вӗрентекен пулса  ӗҫлеме пуҫларăм, унтан «Фрунзе» ячӗллӗ колхозăн комсомол организацийӗн секретарьне суйларӗҫ.  1980 ҫулхи май уйӑхӗнче Анат Чакă ял совечӗн Ӗç тăвакан секретарӗ пулма палăртрӗç. 1983-1988 çулсенче «Фрунзе» ячӗллӗ колхозăн парти комитечӗн секретарӗ пулса ӗçлерӗм.  Ун хыççăнхи ҫулсенче Анат Чакă вӑтам шкулӗнче вӗрентекен пулса ӗҫлеме пуҫларӑм, унта халӗ те ӗҫлетӗп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев