Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ашшӗпе ывӑлне — Колпаковсене чысласа

Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсем Хисеп грамотисем, медальсем тата асӑнмалӑх сувенирсем илчӗç.

Районта пирӗн ентешӗн, воин-интернационалистăн, полковникӑн Валерий Колпаковăн призӗшӗн йӗлтӗр ăмăртăвне 2012 ҫултанпа ирттереççӗ. Анчах кăçалхин тата тепӗр уйрӑмлӑхӗ пур — ӑмӑртӑва унӑн ывӑлне Андрея халалларӗç.

Валерий Колпаков, эпӗ маларах каланӑччӗ ӗнтӗ, воин-интернационалист, Чечняра контртеррористла операцире, Абхазире çар юхăмӗсенче хутшӑннӑ. Полк командирӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен запасри полковникӗ. 

Унӑн ывӑлӗ Андрей те ашшӗ çулӗпе кайнă. Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен полковникӗ пулса службăра тăчӗ, икӗ хутчен Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланнӑ комбриг. Андрей иртнӗ çул ятарлă ҫар операцийӗн зонинче паттӑрла вилчӗ. 

Мероприятие уҫнӑ вăхăтра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Валерий Колпакова Ҫӗпрел районне йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ ятпа медаль пачӗ. Ҫак мероприяти пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, йӗлтӗрҫӗсене ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма сунчӗ.

Ӑмӑрту тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗсенче, каччăсемпе хӗрсемшӗн тата арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн уйрӑммăн иртрӗ.

Ҫак кун йӗлтӗрҫӗсен базинче «Хир кухни» ӗҫлерӗ. Хирти условисенче отрасль технологийӗсен техникумӗн поварӗсем тутлă пăтă хатӗрлесе, чей вӗретсе тăчӗç.

Кунӗ сивӗччӗ çак кун. Çапах та ку никама та хӑратмарӗ, йӗлтӗрпе чи малтан финиша килсе çитесси — нумайӑшӗн тӗллевӗ пулчӗ. Анчах спорт вӑл — спорт. Унта ҫӗнтерӳҫӗ те, çӗнтерттерекен те пулать. Пуринчен пахи — ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл.

Ӑмӑртусем вӗçленсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнелерӗç. Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсем Хисеп грамотисем, медальсем тата асӑнмалӑх сувенирсем илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев