Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ашшӗпе амăшӗсем экзамен пачӗҫ

Пӗтӗм Раҫҫейри акци саккӑрмӗш хут иртрӗ

1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче «Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ памалли пӗрлехи кун» ҫумне 15 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ. 

— Ҫак мероприятийӗн тӗллевӗ — шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшне ППЭ мӗнле иртнине кӑтартассиччӗ. Унта хутшӑнакансем Роспотребнадзор требованийӗсене шута илсе йӗркеленӗ экзаменсене ирттермелли условисемпе паллашаҫҫӗ, — тет районти çутӗç пайӗн методисчӗ Фания Низамова.


Акцин тепӗр пӗлтерӗшлӗ аспекчӗ вӗренекенсене пулас экзаменсене психологи енчен хатӗрлени пулса тăрать. 

— Час-часах лайӑх вӗренекенсем те ППЭ вӑхӑтӗнче ҫухалса каяҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем экзамен парса пăхни вара, хӑйсен ачисене ку тӗслӗхре те пулӑшма ăнтăлни, вӗсене хӑйсен тӗслӗхӗпе лӑплантарассишӗн кирлӗ, — терӗ районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов.

Çак акцие Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен Ринат Калимуллин иккӗмӗш хут хутшӑнать.

— Эпӗ пӗрремӗш хут хӗрӗмӗр Васила ППЭ парас умӗн хутшăннăччӗ. Вӑл аслӑ шкултан хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухрӗ, специальность илчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал пирӗн иккӗмӗш хӗрӗмӗр Айзиля та шкултан вӗренсе тухать.

Экзаменсем панӑ чухне вăхăтӗнче эпӗ те, вӗсем пекех, питӗ пӑшӑрхантӑм. Ҫавӑнпа та вӗренсе тухакансем психологи тӗлӗшӗнчен мӗн туйса ирттернине ӑнланатӑп. Анчах хӑрамалли нимӗн те ҫук. Шутлама та, ҫырма та вӑхӑт ҫитет. Пурте лайӑх пулӗ. Вӗренсе тухакансене пурне те ӑнӑҫу сунатӑп, — терӗ вӑл.
Заданисене истори предмечӗ енӗпе сӗннӗччӗ, вӗсене пурнӑҫлама пӗр сехет вăхăт уйӑрнӑччӗ.

Малалла тăсса

Кӑҫал мартăн 22-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен Пӗрлехи патшалӑх экзаменне памалли вăхăтсене палăртрӗç. Тӗп вăхăт — майӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 18-мӗшӗччен парăнать. 

Майӑн 23-мӗшӗнче — географи, литература, хими; майӑн 28-мӗшӗнче — вырӑс чӗлхи; майӑн 31-мӗшӗнче база шайӗнчи математика, профиль шайӗнчи математика; июнӗн 4-мӗшӗнче — обществознани; июнӗн 7-мӗшӗнче — информатика; июнӗн 8-мӗшӗнче — истори, физика; июнӗн 13-мӗшӗнче — биологи, ют чӗлхесем (ҫыру пайӗ); июнӗн 17 тата 18-мӗшӗнче — ют чӗлхесем (сăмахпа каласа).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев