Ашшĕн çулĕпе, пилĕпе...
Хăюллăхӗ, паттăрлăхӗ халăх асӗнче юлӗ
Эпĕ астăвасса, пирĕн Матак ялĕнче, ĕлĕкрех кашни çемьерех нумай ачаччĕ. Урамсенче те ачасен сасси кăна илтĕнетчĕ: пĕр-пĕринпе вылятчĕç, кулатчĕç е вăй виçетчĕç. Ĕçлемелле пулсан та пĕрле ĕçлетчĕç.
Çыннăн пуласлăхĕ ăруран та килет
1960-мĕш çулччен шкултан вĕренсе тухнă (ун чухне ялсенче 7 е 8 класлă шкулсем кăна пулнă) çамрăксене аллисене паспортсем пурне те паман, çавăнпа та нумайăшĕ тăван ялтах юлнă. Ялтан каякансем те сайра пулнă: е лайăх вĕренекенсем малалла техникумсемпе инситутсене вĕренме, е каччăсем 18 çул тултарсан салтака, хĕрсем вара ют яла качча тухса кайнă. Ыттисем вара пурте тăван ялтах, тăван колхозра иртен пуçласа каçчен вăй хунă. Пурин валли те ĕç çитнĕ...
Ялти ытти çемьесем пекех, нумай ачаллă çемьесенчен пĕри Михаил Васильевичпа Зинаида (ялта ăна пурте «Нина» тесе чĕннĕ) Ивановна Кудрявцевсен çемьи те çавăн пеккисенчен пĕри шутланать. Миша 1933-мĕш, Нина вара 1935-мĕш çулта Матак ялĕнче çуралса ӳснĕ. Иккĕшĕ те, шкул çулне çитсен, ялти шкула вĕренме çӳренĕ. Чăнах та, вĕсен ачаллăхĕ питĕ йывăр, Аслă вăрçă пынă вăхăтра иртнĕ. Вĕсем, çав вăхăтра пурăннисем, мĕнле нуша курса ӳснине хăйсем кăна пĕлеççĕ, хăйсем кăна курнă. Мишапа Нина та ытти ялти ачасем пекех мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ: кил-çуртра ашшĕ-амăшне пулăшнă, мăн çынсемпе пĕрле колхозра та ĕçленĕ. Шкул пĕтерсен вара тӳрех тăван колхоза ĕçе пуçăннă. Миша 18 çул тултарсан салтака тухса каять. Вăл 1952-1954 çулсенче (ун чухне салтакра виçĕ çул службăра тăнă) шалти çарсен ретĕнче Ярослав облаçĕнче службăра тăнă, мĕншĕн тесен йăрăс та яштака пӳллĕ патвар качча çар комиссариатĕнче тӳрех çак çарта вăл кирлине туйса илнĕ. Виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн, Миша каллех тăван яла таврăнать, тăван колхозрах вăй хурать. Салтакра пиçсе çитнĕ каччă ялти хĕрпе Нинапа çывăхрах паллашать, вĕсен хушшинче ăшă та юратуллă туйăмсем çуралаççĕ. Çапла вара 1958 çулта вĕсем пĕрлешеççĕ, çакна ĕлĕкхи чăваш йăлипе туй тусах палăртаççĕ. Çамрăк çемьере ачасем те пĕрин хыççăн тепри çуралма пуçлаççĕ: 1959 çулхи январь уйăхĕнче аслă ачи Володя çуралать, унтан 1960 çулта — Гена, 1963 çулта — Виталий, 1965 çулта — Славик, 1971 çулта — Ира, 1974 çулта — Сергей тата 1976 çулта кĕçĕнни Юра та çут тĕнчене килет...
Ачалăх иккĕ килмест
Михаил Васильевич мĕн ачаран пуçласа тивĕçлĕ канăва кайиччен тăван колхозра, Нина Ивановна малтан — колхозра, каярахпа, ялта пекарня уçсан, çăкăр пĕçернĕ çĕрте вăй хунă, ачасене ура çине тăма пулăшнă. Вĕсен ачисем те, хăйсене курса, хăйсем пекех пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ пекех ачасем те ялти шкулта вĕреннĕ. Чăнах та, ачасем çемье пуçлăхĕсенчен урăхларах, лайăх вăхăтра, çутă та ăшă вунă класлă шкулта вĕреннĕ. Уйрăмах вĕсен аслă ачи Володя шкулта лайăх вĕреннипе палăрса тăнă. Унăн пултаруллăхне кура, Володяна аслă классенче вĕреннĕ хушăра, шкулти комсомол организацине ертсе пыма суйланă. Шкул хыççăн та вăл малалла вĕренме каять.
Ачасем шкултан вĕренсе тухсан та, ашшĕ-амăшĕ пекех, тăван колхозра вăй хунă. Кудрявцевсен çемйинчи ачасем пурте икшер çул хĕсметре тăнă, пĕри те салтак пулмасăр юлман. Вĕсен хушшинче çар пехотинецĕ, танкист пулса, ашшĕ пекех шалти çар ретĕнче службăра тăнисем те пур. Генапа Виталий вара салтака кайса килсен те тăван ялтах юлнă: Гена тракторпа, Виталий лашапа ĕçленĕ.
Ашшĕн çулĕпе
Пурнăç çулне пĕлме ансат çав. Акă, Михаил Васильевич хĕсметре шалти çар ретĕнче тăнă пулсан, унăн ачи Сергей те ашшĕ çулĕпех каять. Сергей çемьере улттăмĕш ача. Вăл 1974 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче çуралать. 1980-1991 çулсенче Матакри вăтам шкулта вĕренет. Шкултан вĕренсе тухсан районти СПТУра шофера вĕренсе, аллине водитель удостоверенине илет. Унтан Сергей 1992-1993 çулсенче хĕсметре тăрать. Ăна та салтака кайсан шалти çар ретне Хусан хулине яраççĕ. Вăл хăйне шанса панă ĕçне тĕплĕн, тăрăшса пурăнăçлать, службăра хулари йĕркеллĕхе сыхлать. Хĕсметрен таврăнсан, ăна пĕрре мар районти шалти ĕçсен уйрăмне ĕçлеме чĕнеççĕ, вăл вара мĕншĕн-тĕр колхозрах ĕçлеме кăмăл тăвать, Генапа пĕрле тракторпа ĕçлет. Ун хыççăн вăл Шăмăршăри МСОна шофер пулса ĕçе вырнаçать, ăна унта пурăнмалли пӳлĕм параççĕ. Анчах та çемье çавăрса лайăх пурăнма турă çырман пуль, хăй валли юрăхлă мăшăр тупаймарĕ, пĕчченех пурăнчĕ.
Лăпкă пурнăçшăн СВОна
2022 çулта Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçлансан Сергей унта кайма шутлать, анчах та çемьери сăлтавсене пула каяймасть. Каярахпа пурĕпĕр, пуçри шухăшне ĕçе кĕртес тесе, никама каламасăр, 2024 çулхи июль уйăхĕнче Пăвари çар комиссариатне кайса хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайма рапорт çырать. Çакăн хыççăн июлӗн 26-мӗшӗнче çар операцин зонине тухса каять. Малтанласа ушкăнне пĕр уйăх хушши ятарласа вĕрентнĕ хыççăн, вăрçăра хĕрӳ пыракан çĕре илсе кĕмеççĕ. Вĕсене тăватă çынна, салтакра шалти çар ретĕнче службăра тăнисене, Донецк Халăх Республикинче йĕркеллĕх тытса тăма хушаççĕ. Ĕçĕ йывăр та ответлă пулнине пăхмасăр, вĕсем командовани лартнă заданисене тăрăшса пурнăçласа пынă. 2025 çулхи март уйăхĕнче, çарсен ротацийĕ пулнине кура, вĕсен ушкăнне малти позицисене куçараççĕ. Кунта вара тата та йывăртарах иккенне вĕсем малтанхи кунранах туйса илчĕç, мĕншĕн тесен каварлă тăшман пĕрре те ахаль тăмасть: е пирĕн позицисене тĕрлĕрен хĕç-пăшалтан перет, е тĕрлĕ меслетсем тупса тапăнма пăхать. Пуринчен ытла вара çӳлте вĕçекен дронсем вĕçсе килсе пирĕн салтаксене тĕрлĕрен сиенсем, чăрмавсем кӳме тăрăшаççĕ, çавăнпа та салтаксен яланах сыхă пулма тивет. Çапăçусене хăнăхма йывăр пулсан та, Сергей кун çинчен çемьерисене пĕрне те йывăррине, хăрушă иккенне те каласа паман, паллах шăлне çыртса чăтнă. Апрелӗн 25-мĕшӗнче пирĕн салтаксем Донецк Халăх Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Новоелизаветовка пурăнан вырăна тăшмансенчен тасатнă чухне Сергей паттăррăн çапăçса пуçне хурать. Хаяр çапăçу пынине кура, унăн виллине ытти салтаксенни пекех, часах илсе тухма пулмасть. Каярахпа тин илсе тухса, Сергейӗн тăван ялне, ашшĕпе амăш çумне илсе килсе, ăна майăн 16-мӗшӗнче Матакри масар çине пытарчĕç. Сергей Кудрявцев хăюллăхĕпе паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕхех тăванĕсен чĕринче кăна мар, пĕтĕм халăхăн асĕнче юлĕ, çамрăксемшĕн яланлăха тĕслĕх вырăнĕнче пулĕ. Сергей ашшĕн çулне, ашшĕн пилне тĕрĕс-тĕкĕл пурнăçланă: унăн тăван тетĕшĕсем, акăшĕпе шăллĕ çак çĕр çинче ырлăхпа, сывлăхпа, телейлĕ пурăнчĕр тесе шутланă ĕнтĕ вăл. Ваттисем калашле: «Ырă та лайăх çынсен ĕмĕрĕ кĕске, вĕсене Турă хăй патне илет».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев