Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Ашшӗ вăрçа тухса кайнă чух Елена Маркова кăкăр ачи çеç пулнă

Николай Ларионов-Йӗлмел

 

Ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чух Елена Маркова (Антипова) кăкăр ачи çеç пулнă. Вăл Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1940 çулхи сентябрь уйăхӗнче çуралнă, ашшӗ Иван Степанович Антипов вара 1941 çулхи августра фронта кайнă. Тепӗр çул, февраль уйăхӗнче, Çăварни тӗлӗнче, яла салтак вилни çинчен виçӗ кӗтеслӗ çыру хăрушă хыпар илсе килет.

– Елена Ивановна пысăк çемьере çитӗннӗ. Унăн ашшӗ малтан авланнă пулнă, арăмӗ вилсен икӗ ачапа юлнă – Хвеча тата Санюк (вăл пӗчӗкле вилет). Амăшӗ Татьяна Семеновна та малтан качча кайнă пулнă, вăл та икӗ ачапа юлнă – Марье тата Альтук (12 çулта тифпа вилет). Çапла Татьяна Семеновнапа Иван Степанович пӗрлешсе тата тăватă ача çуратаççӗ – Никодимпа Тарье (йӗкӗрешсем, 1935 ç.), Ваççа (1937 ç.), Елюк (1940 ç.).

– Эпир вара çапла аттесӗр тăлăх ӳсрӗмӗр. Анне колхоз хирӗнче тăрăшрӗ. Малтан унпа пӗрле акка çӳренӗ, унтан эпӗ те пулăшма тытăнтăм. Аннепе акка çурлапа тырă вырнă хыççăн ӳксе юлнă  пучахсене пуçтараттăм, каярах пурте пӗрле ясмăк тата пăрçа çумлаттăмăр. Эпӗ 7 класс пӗтертӗм, анчах шкул пӗтеричченех çуркунне ялта килӗрен кӗл пуçтарса хире кайса сапаттăмăр, хӗлле хире юр купалама чупаттăмăр. Каярах Тарье аккапа иксӗмӗре пай паратчӗç, ырашӗ хамран çӳллӗччӗ, вырма вăй çитместчӗ, алăсем хăпаланса шыçса каятчӗç, – тесе аса илет ачалăхне Елюк акка.

Унăн амăшӗ Татьяна Патринсен йăхӗнчен, вӗсем пилӗк пӗртăван пулнă, вăл – чи асли, ун хыççăн Наçтук, Миттюк, Арине, Кирук ятлисем пулнă.

1960 çулта Елена ял йӗкӗтне Иван  Маркова (1936 çулхи) качча тухать, çӗнӗ çемье çуралать. Иккӗшӗ те колхозра тăрăшаççӗ. Елена Ивановна бригада ӗçне хутшăнать, хирте пăрçа çулать, сахăр чӗкӗнтӗрӗ  кăларать. Иван Павлович платник ӗçӗсене пурнăçлать, çуркуннепе кӗркунне ака ӗçӗсене хутшăнать. Ванькка тете купăс калатчӗ, пыл туса илетчӗ, алли мӗнле ӗçе те ăстаччӗ. Вăл нумай ачаллă çемьерен, вӗсем улттăн пӗртăван пулнă. Миттюк, Пăлаки, Петя, Миккалай, Ваççа, Ванькка. Вӗсен пӳртне вăрçăччен кулак  тесе тустарса кайнă, ун хыççăн вӗсем тăм пӳрт туса пурăннă. Дмитрий Павлович (1921 çулхи) ашшӗпе пӗрле вăрçа  хутшăннă. Вăрçă вӗçленсен вӗсем ашшӗпе, Павел Марковичпа (1896 çулхи), тăван яла пӗрлех таврăннă. Миттюк  тăм пӳрт алăкне уçать те пӳлӗме кӗрсе тăрать. Амăшӗ: «Ах, Миттюк, сывă килтӗн-им!» –  тесе кăшкăрса ярать, ыталаса илет. Лешӗ: «Эп пӗччен мар-ха, кунта атте те пур-ха», – тет. Унтан ашшӗ те, юри алăк хыçӗнче юлнăскер,  пӳрте кӗрсе тăрать. Çапла шӳт тăваççӗ вӗсем тăван килне таврăнсан. Часах Марковсен пӳрчӗ çынсемпе тулать, хăшӗ кулать, хăшӗ йӗрет. Килекенсем пурте таврăннă салтаксенчен пирӗнне курман-и тесе ыйтаççӗ.

– Мăшăрпа иксӗмӗр 50 çул пурăнтăмăр, ултă ача çуратса ӳстертӗмӗр: виçӗ ывăл та виçӗ хӗр. Тăваттăшӗ  Ульяновск хулинче тӗпленчӗç, пӗри Мускавра, тепри Шупашкарта. Ашшӗ, шел, 75 çула çитсен çӗре кӗчӗ. Ачасем, мăнуксем килсе çӳреççӗ. Ульяновскри ывăлăм Çеруш вара ытларах килсе çӳрет,  килте вӗлле хурчӗсем тытать, ашшӗн ӗçне малалла тăсать, – тесе вӗçлет калаçăва Елена Ивановна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев