Ашшӗ-амӑшӗн мӑнаçлăхӗ
Çар служби
Анатолий Юрьевич Фомин — Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳсет. Аслă Аксу вăтам шкулӗнче 9 класс пӗтерет.
Пӗлӗвне малалла тăсас тӗллевпе вăл район центрӗнчи отрасль технологийӗсен техникумне вӗренме килет.
Кунта вӑл автомеханик специальноҫне алла илет. Техникумра вӗреннӗ ҫулсенче çирӗппӗн спортпа интересленет. Кӗрешӳ енӗпе тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче, турнирсенче хутшӑнать. Вӑл электросварщик профессине те вӗренсе, свидетельство илет. Унăн, çаплах, çӑмӑл тата груз турттармалли автомобильсене çӳретме ирӗк паракан удостоверенийӗ те пур.
Иртнӗ çул вара, пултаруллă каччă спорт тӗсӗсем енӗпе ҫитӗнӳ тунӑшӑн ГТО ылтӑн паллине илет, экзаменсене ӑнӑҫлӑ парать, автомеханик дипломне те илет.
Кашни каччăшăн сăваплă пулнă, Тӑван çӗршыв умӗнчи ҫар тивӗҫне пурнӑҫласси те Анатолийшӗн малти планра тăрать. Ҫар службине кайиччен вăл вахта меслечӗпе стройкӑра ӗҫлесе çӳрет. 2013 ҫулхи ноябрӗн 27-мӗшӗнче Анатолиеҫар службине кайма повестка параççӗ. Декабрӗн 4-мӗшӗнче Анатолийӗн ашшӗпе амӑшӗ, Юрий тата Елена Фоминсем, ывӑлне район центрӗнчи Дементьев паркӗнчен ҫар службине ӑсатаççӗ.
Анатолийӗн амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Хусантан ывăлне декабрӗн 7-мӗшӗнче ҫар службине иртме Кӑнтӑр Осетие илсе кайнӑ. Çамрӑк салтак курсӗсене те Анатолий ӑнӑҫлӑ пурнăçлать. Унтан вӗсене Кӑнтӑр Осетири Цхинваль хулинчи ҫар чаҫӗсенчен пӗрне яраççӗ. Кунта Анатолий хăйӗн специальноçӗ енӗпе электрик-водитель пулса ҫар тивӗçне пурнăçлать.
«АгроТрансПорт» об-ществӑра электрик пулса ӗҫлекен ашшӗ Юрий тата амӑшӗ Елена та хӑйсен ывӑлӗ Тӑван çӗршыв умӗнчи таса тивӗҫне пурнӑҫлама кăмăлтан кайнӑшӑн та мăнаçланаççӗ.
Службӑн малтанхи кунӗсенчех Анатолий хӑйне дисциплинӑллӑ, командирсен приказӗсене лайӑх пурнӑҫлакан салтак пулнă май палăрать, пӗрле службăра тăракан юлташӗсен хушшинче те часах авторитет ҫӗнсе илет.
Ывӑлӗ ӑнӑҫлӑ служить туни ҫинчен ҫар чаҫӗнчен янă ҫырăва илесси, ывӑлӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен мухтавлӑ сӑмахсем илтесси —кашни ашшӗ-амӑшӗшӗн пысӑк савӑнӑҫ.
— Ывӑлăмăр чыслă служить туни пирӗншӗн те мăнаçлăх, мӗншӗн тесен Раççейшӗн служить тӑвасси — вăл пысӑк чыс, — теҫҫӗ Фоминсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев