Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ пачӗç
Ҫак кунсенче пӗтӗм ҫӗршывӗпе «Ашшӗ-амӑшӗ пӗрлехи ППЭ панӑ кун» иртет.
Мартăн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри акцие пирӗн районта пурӑнакансем те хутшӑннӑ.
Мероприяти Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи 1 номерлӗ вӑтам шкулта иртрӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем математика предмечӗпе база тăрăх тестировани ирттерчӗç.
— «Ашшӗ-амӑшӗ пӗрлехи ППЭ панӑ кун» акцие 2017 ҫултанпа ирттереҫҫӗ, ăна вӗренсе тухакансен тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен ППЭ хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ стреса чакарас енӗпе ирттереççӗ. Экзамен ирттермелли условие ашшӗ-амӑшӗшӗн май килнӗ таран ҫывӑхлатнă. Хутшӑнакансем металлорама витӗр тухрӗç, аудиторире малтанах палӑртса хунӑ вырӑнсене ларчӗҫ тата ППЭ памалли процеспа ҫывӑххăн паллашрӗҫ, — тет акци организаторӗ, районти çутӗç пайӗн аслӑ методисчӗ Фания Низамова.
Акцие хутшӑнакансене экзамен пама пӗр сехет пачӗҫ. Заданисене пурнӑҫланисӗр пуҫне, бланксене тӗрӗс тултарни пӗлтерӗшлӗ пулнине ашшӗ-амӑшӗ палӑртрӗ. Йӑнӑш пулнă бланка йышӑнмасса та пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев