Асӑрхануллӑ пулни лайӑхрах
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа район территорийӗнче 18 пушар регистрациленӗ, ку вӑл 2024 ҫулхи ҫак тапхӑртинчен 5 хут нумайрах.
Пурӑнмалли ҫуртсенче 16 пушар тухнӑ, вӗсенче 3 ҫын вилнӗ (2024 ҫулта вилнисем ҫук).
Пăва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн инспекторӗ, шалти служба капитанӗ Ильнур Азизов пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарсен чи анлӑ сарӑлнӑ сӑлтавӗсем – электричество оборудованийӗсене монтажланин тата техника енӗпе усӑ курассин правилисене пӑсни (1 тӗслӗх), пирус туртнă чухне асӑрханусăр пулни (5 тӗслӗх), кӑмакасемпе мӑрьесене эксплуатацилессин правилисене пӑсни (7 тӗслӗх).
Ку тӗлӗшпе вӑл пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑхӑнма чӗнсе калать.
«Хисеплӗ ентешӗмӗрсем, электричество пралукӗсен юсавлӑхне тӗрӗслӗр, электричество сетьне ытлашши нагрузка ан пултӑр, хутса ӑшӑтмалли кӑмакасене, тӗтӗм каналӗсене тепӗр хут тӗрӗслӗр, вӗсем юсавлӑ пулнине ӗненӗр. Килте эрех-сӑра ытлашши ӗҫесрен, пирус туртассинчен пӑрӑнма сӗнетпӗр. Килӗрсене пушар извещателӗсем вырнаҫтарӑр, вӗсем сире асӑрхаттарӗҫ, пушар тухнă тӗслӗхре вӑратӗҫ. Ҫавӑн пекех килте огнетушитель пулмалла. Хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те упрăр. Газсене, электричество приборӗсене ӗҫлеттернӗ май хăварса, тухса ан кайăр. Пушар тухсан ҫийӗнчех 101, 112 номерсемпе шӑнкӑравлӑр», – тет пушар надзор пайӗн инспекторӗ Ильнур Азизов.
Ҫавӑн пекех, инспектор пушар тухнă тӗслӗхре, пулӑшу киличчен пушар сӳнтерме алӑ айӗнчи хатӗрсемпе (шывпа, йӗпе алшӑллипе т.ыт. те) сӳнтерме пуҫлама чӗнет. Пушар вучахне сывлӑш ан кӗтӗр тесен чӳречесемпе алӑксене уҫмалла мар, газ коммуникацийӗсене касмалла, пӳлӗмре тӗтӗм нумай пулсан йӗпе пусма витӗр сывламалла, ҫийӗнчех пӳлӗмрен тухса кайма, пушара хăвăрăн вӑйăрпа сӳнтерме май килмесен, пулӑшу ыйтма тăрăшмалла.
Пушар хӑй тӗллӗн килсе тухмасть. Сӑлтавӗ – ҫынсем тимсӗр тата вут-ҫулӑмпа асӑрханусӑр пулни.
Хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те упрӑр, хисеплӗ ентешсем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев