Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Асӑрханăр: бруцеллёз

Сыхă пулăр!

Кӑҫалхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче Саратов облаҫӗнчи Пугачев районӗнчи хуҫалӑхсенчен пӗринче биологи материалне лаборатори тишкерӗвӗ ирттернӗ чухне мӑйракаллӑ шултра выльӑх бруцеллёзпа чирленине палӑртнӑ. Кун ҫинчен пире «Россельхознадзор» управленийӗнчен патшалӑх инспекторӗ Гульнара Арсланова пӗлтерчӗ.

— Тутарстан Республикипе юнашар регионсенче ҫак чир тапхӑрӑн-тапхӑрӑн хӗмленнине пула бруцеллёз шултра тата вак хуҫалӑхсене, ҫавӑн пекех, уйрăм хуҫалӑхсенчи мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе экономика тӗлӗшӗнчен пысӑк сиен кӳнине палӑртас тетӗп.

Чир-чӗрсен вучахӗсене тупса палӑртнӑ вырӑнта карантин палăртаççӗ, ку вӑхӑтра выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗпе выльӑх апатне турттарса килме тата кăларма чараҫҫӗ, выльӑхсене çука кăлараççӗ, — тет Гульнара Арсланова.

Специалист каланӑ тӑрӑх, бруцеллёз — килти мӗнпур чӗрчунсен хроникăллă инфекци чирӗ, вӑл вилӗ е пурăнма пултараслăхӗ пулман ӑру çуралнипе тухнипе палӑрать. Чир бруцеллёзпа чирленӗ чӗрчунсемпе контактра куҫать. Бруцеллёз ҫынна та ерет. Кун пек чух вăл ҫынран ҫын патне куҫмасть. Чирленӗ çыннăн ӳт-пӳ температури, вӑй-хал пулмасть, ал-ура сыпписем ыратни палӑрать. 

Гульнара Арсланова бруцеллёз профилактикин мерисене ҫирӗп пӑхӑнма сӗнет: 

— выльӑх-чӗрлӗхе тата апата ветеринари докуменчӗсӗр, ӑнсӑртран, палламан ҫынсенчен районти ветеринари службипе килӗшмесӗр туянмалла мар;

— туяннӑ выльӑх ветеринари тухтӑрӗсем сӑнаса тăнипе карантин витӗр тухмалла;

— выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене санкцилемен вырăнсенчен туянмалла мар (рыноксем, магазинсем, мини-маркетсем т. ыт. те). Выльăх-чӗрлӗхпе суту-илӳ тăвакансен выльӑх-чӗрлӗх усрамалли, турттамалли требованисене тупса палӑртсан, районти ветеринари пӗрлешӗвне е ТР «Россельхознадзор» управленине 8 (843) 278-93-53 телефон номерӗпе шăнкăравласа пӗлтермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев