Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Асра тӑвансем яланлӑхах

Астăвăм

Тăван çӗршывăн Аслă  вăрҫи     пуҫланнăранпа 81 ҫул ҫитсен те, асап витĕр  тухнисенче иртни  кашнин чун-чĕрисенче паян та упранать, манма юрамасть пире  тӑнӑҫ пурнӑҫ парнеленӗ салтаксене. Кашни ҫемьерен ашшĕсемпе пĕрле ывӑл-хĕрĕ те вӑрҫа тухса кайнӑ, шел пулин те, каялла нумайӑшне ырă-сывӑ тӑван киле таврӑнма пӳрмен. Эпир вĕсен ячĕсене яланах асра                                    тытатпӑр.

 

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ялпа паҫҫулкасенчен  1195 çын кайнă, 518шӗ каялла таврӑнайман.

Упи ялĕнчи пурӑнакан  мӑн кукаҫейпе кукамайӑн, Никифор Васильевичпа Устинья Гавриловна Королевсен, ывӑлĕсем те ҫара кайнӑ.

Асли, Егор, 1905 ҫулта ҫуралнӑ, пуҫламӑш пӗлӳллĕ пулнӑ. Вӑрҫӑччен Куйбышев ячӗпе хисепленекен колхозра ахаль колхозник пулса ĕҫленĕ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ. 1941 çулхи июлӗн 25-мӗшӗнче ăна фронта мобилизациленӗ. Вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ.  Упи ял Совечӗн председательӗнче (1944-1947), унтан колхозра бригадирта ӗҫленĕ. Ӗҫри  тата колхоз производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн 1948 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнчи  Указĕпе килĕшӳллĕн Ленин орденӗпе наградӑланнӑ. 1968 ҫулта вилнĕ. 

 

Реклама

 

Федор 1925 ҫуралнӑ, ҫар званийӗ – стрелок, службӑн юлашки вырӑнӗ: 878 стрелоксен полкĕн, 290 стелоксен дивизийĕ. 1943 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Посыльнӑй районӗнче пуçне хунă, Белоруҫҫири Могилевски обаҫĕнчи  Чаусски районӗнчи  Смерный поселокĕ ҫумĕнчи  вӑрмантан хӗвеланӑҫ еннерех пытарнӑ тенĕ извещенире.

1917 ҫулта ҫуралнӑ Григорий, 1942 ҫулта хыпарсӑр ҫухални паллӑ.

Манăн кукамай, Федора Никифоровна, яланах вĕсем ҫинчен каласа паратчĕ, пĕрле ӳссе ҫитĕннӗ, анчах пурнӑҫĕсем кĕске пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев