Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Асра юлмалăх пурнăç çулӗ

Зиннатбану Халиуллина кун-çулӗ ӗçпе çыхăнса иртет.

Зиннатбану Миргалимовна 1935 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче, нумай ачал-лӑ ҫемьере ҫурал-нӑ. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче иртнӗ. 

Кивӗ Ше-мӗршел шкулӗнче 7 класс пӗтерсен, ӗҫе пуçăнать. Шкул хыҫҫӑн типографире ӗҫлеме пуҫлать. Кивӗ Шемӗршел ялӗ вӑл ҫулсенче Буденновски районӗн центрӗ пулнӑ пирки, кунта «Буденовец» хаҫат пичетленнӗ. Хаҫат тутарла тата вырӑсла тухнă. Зиннатбану Миргалимовна вырӑсла тухакан хаҫатăн наборщикӗ пулса ӗçлет. Çав çулсенче хаҫат страницисене пӗрер саспаллин пухса хатӗрленӗ, ун хыççăн пичетленӗ. Вăл майӗпен ҫав ӗҫӗн ӑсти пулса тăрать. 

1959 ҫулта, Буденновски районне пӗтернӗ хыҫҫӑн, унӑн колхоза ӗҫлеме кайма тӳрӗ килет. Тӑван колхозӗнче нумай ҫул вăй хурать. Ҫулсеренех ҫулла сахӑр чӗкӗнтӗрне ҫумран тасатнă ҫӗрте ӗҫлет, кӗркунне ӑна пуҫтарать, тасатать.

— Çав ҫулсенче колхоз сахӑр чӗкӗнтӗрӗ нумай акатчӗ вӗт. Эпир ҫемйипех уй-хирте, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ ҫумланӑ ҫӗрте ӗҫлерӗмӗр. 5 гектар таран уйăрса паратчӗç, пӗтӗм ӗҫе алӑпа пурнӑҫлаттӑмӑр, кӗркунне кагатсене хамӑрах пуҫтартӑмӑр, вӗсене тасатрӑмӑр, машинӑсем ҫине хамӑрах алӑпа тиеттӗмӗр, — тесе аса илет иртнӗ ҫулсенче Зиннатбану аппа. 
Ялти купӑсҫӑна Тимершана качча тухса, çемье çавăрать. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем пилӗк ача пӑхса ӳстереççӗ. Ҫак пурнӑҫра Зиннатбану аппа хуйхи-суйхине те нумай курнă, вӑл икӗ ачине, мăшăрне, пытарнӑ. 

Зиннатбану аппа нихҫан та ӗҫсӗр ларман, халӗ те тӗк кăна лармасть. Ҫулсерен ҫӗрулми акать, пахчинче помидор та, хӑяр та, ытти пахчаҫимӗҫ те, улма-ҫырла та ӳсет. Пӗлтӗр «кавӑн та акрăм, пӗр машина кавăн пуҫтартăмăр», — тесе аса илет Зиннатбану аппа. Ӑна ачисем, тӑванӗсем, кӳршисем пулӑшаҫҫӗ. 

— Манӑн кун ачасем шӑнкӑравланинчен пуҫланать, вӗсем эпӗ мӗнле пурӑннине кунне темиҫе хут ыйтса пӗлеççӗ, — тет амăшӗ. 

Кун-ҫулӑн пур йывӑрлӑхӗсене те ҫӗнтерсе, çак çула пурăнса çитме ӑна ӗҫченлӗх пулӑшнӑ. Зиннатбану аппа каланӑ тӑрӑх, вӑл нихҫан та ҫынна ӑмсанман, пурӑннӑ, пурнӑҫшӑн савӑннӑ.

Паянхи кун Зиннатбану аппана 9 мӑнукӗпе 13 кӗçӗн мӑнукӗ савăнтарса пурăнаççӗ. 

Юбилей кунӗнче ун патне мӑнукӗсем, ачисем, тӑванӗсем килнӗччӗ. Ҫак кун Зиннатбану аппа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫинчен Рустам Мухаметзяновран, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Ильгамия Мухитоваран ӑшӑ саламсем йышăнса илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев