Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аслисене манмаҫҫӗ

Ваттисене хисеп

Кашни ҫулах район хаҫачӗ урлӑ Пăрăнтăк станцийӗнче вырнаҫнӑ «Государев Амбар» обществăн ертӳçине тав туса, ҫыру яратӑп. Кӑҫал та обществăн ҫитӗнӗвӗсем пирки каламасӑр юлаймастăп. Эпӗ те ҫак организацирен тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын пулнӑ май, унӑн ӗҫченӗсем пурнăçлакан ӗҫ калӑпӑшне питӗ лайӑх ӑнланатӑп.

«Государев Амбар» общество – районти чи пысӑк предприятисенчен пӗри. Кунта 300 яхӑн ҫын вӑй хурать. Тырпул пухса кӗртнӗ тапхӑр валли общество, тырра пӗр чарӑнмасӑр йышӑнма, малтанах хатӗрленсе хурать. Ҫӗнӗ тырра йышӑнаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, хӗллехи управа хураҫҫӗ. Хутăш апат тата ҫӑнӑх туса кӑларакан цехсем те лартнӑ плансене ытлашшипех пурнӑҫлаҫҫӗ.

Паллах, пысӑк кӑтартусем тӑвассинче ертӳçӗсем ӗҫе йӗркелеме пӗлни те пысӑк вырӑн йышӑнать. Обществӑн генеральнӑй директорӗн Васил Салаховăн, унӑн ҫумӗн И.Алиуллинăн, цех начальникӗн Надежда Бондаренкон ӗçӗсем нумай пулин те, вӗсем, пире, тивӗçлӗ канăва тухнисене, манмаççӗ.

Кăçал та ваттисен вунӑ кунлӑхӗ шайӗнче пиртен кашнинех 25-шер килограмм чи пысӑк сортлӑ ҫӑнӑх валеҫсе тухрӗç, халăмăрсене пӗлчӗҫ, хисеп турӗҫ.

Ватӑсене пӗр ӑшӑ сӑмах, тимлӗх пулчӗ-тӗк, çавă та ҫителӗклӗ, çакăншăн ертӳçӗсене чун-чӗререн тав тăватăп. Вӗсене ырă-сывă ӗҫлеме тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сунатăп.

Лидия Васиярова, Пăрăнтăк станцийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев