Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Аслă вӗрентекене И.Я.Яковлева хисеплесе

Иван Яколевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем унăн тăван ялӗнче – Кăнна-Кушкинче пуçланчӗç

Чаплӑ мероприятире хисеплӗ хӑнасем хушшинче Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Айрат Фаррахов тата Анатолий Аксаков, Тутарстан Республикинчи халӑхсен Ассамблейин Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Константин Яковлев, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн вице-президенчӗ Николай Угаслов тата, ҫавӑн пекех, Чӑваш Республикинчен ытти представительсем  те пулчӗç.

Иван Яковлева пуç тайма хамăр республикӑри, Чӑваш Енри, Ульяновск облаҫӗнчи районсенчен делегацисем килнӗччӗ. Уява шкул ачисемпе студентсем те хутшӑнни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Ҫӗпрел районӗн делегацийӗн составӗнче: район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Светлана Ларионова, Наталия Васильева та ҫак уява хутшӑнчӗç.

Иван Яковлевич Яковлев хӑйне евӗрлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ. Унӑн ӑрӑвӗсем питӗ паллӑ, интеллигентлӑ, нумай вӗреннӗ ҫынсем. Мускавран Иван Яковлевичӑн мӑнукӗ Любовь Ордынская тата мӑнукӗн ывăлӗ Николай Толмачев  та килнӗччӗ.

Мероприяти йӗркелекенсем хӑнасене Кăнна-Кушки ялӗнче вырнаҫнӑ И.Я.Яковлев ячӗллӗ культурӑпа вӗренӳ комплексӗ умӗнче кӗтсе илчӗҫ. Унтах Иван Яковлев бюсчӗ умӗнче митинг та пулчӗ.

Митингра Теччӗ район пуçлăхӗ Рамис Сафиуллин тухса калаçса:

– Пирӗншӗн Иван Яковлевич Яковлев – легендарлӑ ҫын, пысӑк саспаллиллӗ ҫын. Ахаль ял каччи чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ. Хӑйӗн укҫи-тенкипе шкулсем уҫнӑ, чӑваш халӑхне хутла вӗрентнӗ. Вăл район мăнаçлăхӗ кăна мар, республика, çӗршыв мăнаçлăхӗ. Тӗнче шайӗнчи пысăк çын, – терӗ вăл.

Чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑлараканне И.Я.Яковлева пуç тайса, пухӑннисем унӑн бюсчӗ умне чечексем хучӗҫ. Унтан хӑнасене ял историйӗн музейне кӗрсе курма чӗнчӗç.

Çак кунах Теччӗ хулинче «Иван Яковлевич Яковлевăн вӗрентӗвӗн еткерлӗхӗ» наукӑпа практика конференцийӗ тата ытти мероприятисем иртрӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев