Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Аслă типӗ

Аслă типĕ ытти типĕсенчен çирĕпрех тата пĕлтерĕшлĕрех.

Ун хыççăн Мăнкун пуçланать. Христос чĕрĕлнине тивĕçлипе паллă тума лайăх хатĕрленмелле. 48 кун чун-чĕрене, ӳт-пĕве тасатмалли тапхăр. Кăçал Аслă типĕ мартăн 18-мĕшĕнче пуçланчӗ, вăл майăн 4-мĕшĕнче вĕçленет. 

Аслă типпе диета тытмалли тапхăрпа танлаштармалла мар. Чăн та, çак вăхăтра начарланма пулать. Анчах типĕ хыççăн организм тата вăйлăрах ĕçлеме пуçлать, çын каллех самăрăлма тытăнать. Аслă типĕре организма кăна мар, чуна та çылăхран, япăх шухăшсенчен, усал-тĕселтен тасатмалла.

Пурнăçра эпир тарăхатпăр, çилленетпĕр, кĕвĕçетпĕр тата ытти те. Пĕр шутласан нимĕн тĕлĕнмелли те çук.

Анчах çакă православи тĕнĕнче пысăк çылăх шутланать. Аслă типĕре тĕне ĕненекен çын чĕрине хуйхă-суйхăран, чир-чĕртен тасатать, ырра ĕненме, шанма тытăнать. Куллен кĕлĕ вулани çак енĕпе уйрăмах пулăшать. Çавăнпа типĕ вăхăтĕнче кашни кунах ирхине тата каçхине çывăрма выртас умĕн кĕлĕ вуламалла. Май пур таран чиркĕве çӳремелле.

Аслă типĕре хăш-пĕр апата çименнипе пĕрлех ăс-хакăл пирки те шутламалла. Йăла-йĕркене пăхăнакансен çак кунсенче хаваслă мероприятисене хутшăнмалла мар, мăшăрланма, венчете тăма юрамасть. Типĕ тытакан çын вак-тĕвекрен пăрăнса пурнăçра чи кирлĕ утăм тăвать, Турă патне çывхарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев