Аслă пурнăç çулӗпе
Хыпарсем

Аслă пурнăç çулӗпе

Тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ Зинаида Лукьянова хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ

Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунӗнче ТР Тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ Зинаида Петровна Лукьянова хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ.

Вăл 1941 ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗне Зинаида Петровна ҫураличченех фронта илсе кайнӑ. Вӗсем тӑваттӑн амӑшӗпе пӗрле тăрса юлнӑ: аслӑ хӗрӗ 5 ҫулта, 2 ҫулхи ывӑл тата тин ҫуралнӑ хӗрӗ Зинаида. Хӗрача ҫуралнӑранпах пурнӑҫшӑн ҫуннӑ, хастарлӑ та оптимистлӑ пулнӑ. 6 уйăхра чухне хӗрлӗ шатра чирӗпе чирлесе выртнă, сывалнă, анчах сипленнӗ чухне куҫне инфекци лекнӗ, вара пӗр куҫӗ курма пӑрахнă. Анчах Зинаида Петровнӑна чӑрмантарман, вӑл тăрăшса, ҫирӗп пӗлӳ илнӗ, пушӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне хуҫалӑх ӗҫӗсенче, колхоз уй-хирӗнче пулӑшнă. «5 ҫултах, – аса илет вӑл, – эпир пучахсене тырӑ вырнӑ хыҫҫӑн уй-хирте пуҫтараттăмăр, пӗр пучах та хӑварма юраман!»

Кивӗ Упи ялӗнчи пуҫламӑш шкула пӗтерсен, пӗлӗвне 1948-1952 ҫулсенче Çӗнӗ Упири ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта малалла тăсать, 1956-мӗш ҫулта вара Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкулне вӗренме çӳрет.

Зинаида Петровна аллине аттестат илсен Упи колхозӗнче учетчик пулса ӗҫлет. 1959-мӗш ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Пӑвари  ветеринари техникумне вӗренме кӗрет. Вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе, диплом илнӗ хыҫҫӑн, 1962 ҫулта, направленипе малтан ветеринари фельдшерӗ, 1964 -мӗш ҫултан вара Платоновски ветеринари участокӗн заведующийӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать. 1965 ҫулта ветеринари институтне вӗренме кӗрет. 1965 ҫулхи мартăн 26-мӗшӗнчен пуҫласа Лайăш районӗнчи Чирповскри ветеринари участокӗнче ӗҫлеме пуҫлать, 1967 ҫултан пуҫласа ӑна ертсе пырать, пӗр вӑхӑтрах Хусанти ветеринари институтӗнче вӗренет. Ир-ирех ӗҫре, ҫӗрле вара  конспектсемпе ларать, вӗренет. 1970 ҫулта ветеринари врачӗн дипломне илсен, 1971 ҫулта, Лайăш рабочи поселокӗнчи аш-тӗрӗслев станцийӗн заведующийӗ пулма куҫать. Тӑватӑ ҫултан Зинаида Петровнӑна Лайăш ветеринари лабораторийӗн серологи уйрӑмне ветеринари врачӗ-серолог пулма куҫараççӗ. Врач-гематолог специальноҫне илсен, вӑл пенсие тухиччен, тухсан та икӗ ҫул, 1998 ҫулччен, ҫавӑнта ӗҫлет.

Зинаида Петровна кирек мӗнле ӗҫ ҫине те яваплӑн пӑхать, ку вара сисӗнмесӗр юлмасть. Зинаида Лукьянована Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗн ятне параççӗ. Ҫакӑ вара тивӗҫлӗ награда!

Лайăшра вӑл хӑйӗн телейне тупать, 1995 ҫулччен мăшăрӗпе пӗрле килӗштерсе пурӑнаççӗ. Ҫурт-йӗрне тирпейлеççӗ,   пахчаçимӗç, выльăх-чӗрлӗх ӳстереççӗ. Анчах чир унӑн мăшăрне çут тӗнчерен ир илсе каять. Зинаида Петровна пӗчченех тăрса юлать. Мăшăрӗн ывӑлӗсем хӑйсем ҫемьеллӗ пулаççӗ, уйрӑм пурӑнаҫҫӗ.

1994-мĕш çулта ашшĕ вилнӗ хыҫҫӑн, амăшĕ Кивĕ Упире пӗр-пӗчченех пурӑнчӗ. 2000 ҫулта вара Зинаида Петровна Лайăшри кил-çуртне пăрахса, хăйӗн тăван енне, ашшӗ-амăшӗн никӗсне, 92 ҫул тултарнӑ амӑшне, Екатерина Петровнӑна, пӑхма таврӑнчӗ. 2004 ҫулта вара ӑна йышлӑ тăванӗсемпе пӗрле юлашки ҫула ӑсатрӗ.

Активлӑ, ҫирӗп тӗллевлӗскер, вӑл кунта та ӗҫ тупать. Пулӑшу ыйтакансене пурне те пулӑшма тăрăшать. Вӑл пултăклă класлă ветеринари врачӗ. Ун патне ял-йыш канаш ыйтма та килет. Ӑна Лайăшра та манмаççӗ, астӑваҫҫӗ, унӑн сывлӑхӗ ҫинчен пӗрле ӗҫлекенсемпе тусӗсем шӑнкӑравласа пӗлсех тăраççӗ, тӗрлӗ уявпа саламлаҫҫӗ.

Упири вăтам шкулăн музейӗнче ăна халалланă стенд пур.

Зинаида Петровна пӗр минут та ӗҫсӗр лармасть, хуҫалӑхне хӑй тытса пырать, садра тата çӗрулми пахчинче те хăех ӗçлет. Хӗлле мӑнукӗсем валли ӑшӑ чӑлхасем ҫыхать. Вӑл граждан позицийӗнчи хастар ҫын, ял ҫыннисен ячӗпе аслă органсене çырусем ҫырать, çавна май 2020 ҫулта ялта фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартрӗҫ, ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫăласса  кӗтетпӗр.

Лукьянова Зинаида Петровна ырӑ кӑмӑллӑ çын, кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр. Вӑл общество ӗҫӗсенчен аякка юлмасть, май пулнă таран ялти ӗҫсене йӗркелеме укҫа-тенкӗ енчен пулăшу парать. Сӑмахран, ял ҫыннисем тӑрӑшнипе 2018 ҫулта Кивӗ Упире  пысӑках мар часовня туса лартрӗç, масар ҫинчи ҫурта юсарӗç тата ытти те.

Зинаида Петровнӑна  телей, ҫирӗп сывлӑх, йышлă тăвансемпе тата ял-йышпа юнашар нумай ҫул пурӑнма сунатпӑр!

 


Нет комментариев