Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Аслă çулсенчисен уявӗ

Пенсионерсен Союзӗн районти уйрӑмӗ (ертӳҫи Дилуза Азизова) аслă çулсенчисем валли Сабантуй лаптăкӗнче «Ягодное лето» текен мероприяти йӗркеленӗччӗ

Çак кун Сабантуй лаптăкӗнче ир-ирех юрӑ-кӗвӗ янăрарӗ, уява килекен халăха Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи Талгат Зяббаров тата Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Шафик Мустакимов баян кӗввипе тата хăйсем пурнăçлакан юрăсемпе кӗтсе илчӗç. Хӗвеллӗ ҫанталӑк та уява тата та ытларах илем хушрӗ.

Мероприятие килнисене Дилуза Азизова саламларӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑннӑшӑн пенсионер-ветерансене тав турӗ, ырлăх-сывлӑх, телейлӗ ватлӑх сунчӗ, малашне те çапла çутçанталăк ытамӗнче тӗл пулса, тӗрлӗ каҫсене йӗркелессине йӑлана кӗртмелле тесе палӑртрӗ.

Аслă çулсенчисем хăйсен Сабантуйне наци тумӗсем тăхăнса килнӗччӗ. Вӗсен кашни хусканăвӗнче, хӑйсене мӗнле тыткаланинче нацин пӗлтерӗшӗпе илемӗ палӑрса, уява авторитетлă турӗ.

Талгат Зяббаров пурнăçланă тутар халӑхӗн юррисемпе кӗввисемсем çумне шăпчăксен сасси те хушăнчӗ пек.

Пирӗн халӑх ӗмӗр-ӗмӗрӗпех тарават пулнă. Çавна çирӗплетсе, лаптăк варрине ҫӑкӑр-тӑварпа тухрӗç. Ăна Ҫӗнӗ Кахӑрлă ялӗнчи Мадина Замалетдинова хатӗрленӗччӗ. Мероприятире Ҫӗнӗ Какӑрла ялӗнчи ватӑ хӗрарӑмсенчен пӗри – Сария Халилова та хутшăнса, хитре юррисене халăха парнелерӗ.

Сабантуй лаптăкӗнче аслă çулсенчи çынсем валли хатӗрленӗ мероприяти халӑхсен туслӑхӗн уявӗ пулса тӑчӗ. Сабантуйăн хăнисем те пӗрлӗхлӗ, туслă та килӗштерсе пурăнакан тутарсемпе чӑвашсемччӗ. Аслă çулсенчи çынсем пӗрле вăйăсем йӗркелерӗç, ӑмӑртрӗç, призсем выляса илчӗç, ташларӗç, юрларӗç, хаваслӑн канчӗç. Тулӑх сӗтелсем хушшинче сăйланчӗç.

Кивӗ Ишлӗ ялӗнчен Гульфия Асадуллина:

 – Эпӗ темиҫе ҫултанпа районта ирттерекен Сабантуй уявне килеймерӗм. Раҫҫейри пенсионерсен Союзӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗ акă çакăн пек уяв ирттересси ҫинчен илтсен, епле пулсан та, хутшӑнма шут тытрăм. Уяв питӗ илемлӗ иртрӗ, кăмăллă пулчӗ. Тавтапуҫ йӗркелӳçӗсене!

Аслă çулсенчисен ятӗнчен сунăмӗсене малалла тăсса, Фирюза Науметова, Ринат Ракипов, Фания Зяббарова тата Рашит Фатхуллов ҫакӑн пек мероприятисем йӗркелесе, малашне те çутçанталăк ытамӗнче ирттерессине йӑлана кӗртмесӗнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев