Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аслă çулсенчисем спортра ӑмӑртрӗҫ

Районта «Виҫҫӗмӗш ӳсӗм»  пенсионерсен XI республика Спартакиадин шайӗнче 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халалланӑ  ӑмӑртӑвӗн муниципаллă этапӗ иртрӗ.

Пирӗн районăн пенсионерӗсем спортпа кăмăлласах интересленеҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине илсе пыраҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ культура мероприятийӗсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче те курма пулать. Çак Спартакиадӑра та тӗрлӗ ҫулсенчи 70е яхăн пенсионер хутшӑнчӗ.

Ӑмӑртӑва уҫмалли уявра районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов аслӑ çулсенчи спортсменсене ӑшшӑн саламларӗ, вӗсене ăнăçусем сунчӗ. Ӑмӑртусенче хутшӑнакансем ӗлӗкхи çулсенчи Раççей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмӗн ертӳçи пулнă, пурнăçран уйрăлса кайнă Дамир Алимова пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç.

Районти Культура çурчӗн спорт залне «виҫҫӗмӗш ӳсӗмӗн» чи активлă спортсменӗсем килнӗччӗ. Вӗсем тӑватӑ спорт тӗсӗ енӗпе ăмăртрӗç: сӗтел теннисӗ, дартс, чупу тата пневматика винтовкинчен пересси.

Арҫынсем хушшинче чупас енӗпе  Н.Хрисанов – I вырӑна, И.Карсаков – II, И.Исаев тата В.Ильин III вырăна  йышӑнчӗç. Хӗрарăмсем хушшинче Райхан Сафина – I вырӑна, Гульсира Халиуллова – II вырӑна, Елена Илиятова – III вырӑна çӗнсе илчӗç.

Арҫынсем хушшинче перес енӗпе Ринат Ракипов – I, Наиль Исхаков – II, Борис Улендеев III вырăна çӗнсе илчӗç.  Хӗрарӑмсем хушшинче Райна Миначева – I, Наила Сафина – II, Фарида Заббарова  III вырӑна йышăнчӗç.

Теннис енӗпе  арҫынсем хушшинче: Геннадий Карсаков – I, Фарит Садыков – II, Александр Бушуев   – III вырӑн. Хӗрарӑмсем хушшинче Зоя Кузнецова – I, Роза Насыбуллина – II,  Мадина Замалтдинова III вырăнсене йышӑнчӗç.

Арçынсем хушшинче дартс енӗпе Мансур Хайруллин –  I, Радик Шарафутдинов – II, Наиль Низамов тата Николай Усмендеев – III вырӑн. Хӗрарӑмсем хушшинче Любовь Аттина – I, Шамиля Федорова – II, Галина Матросова  III вырӑна çӗнсе илчӗç.

Спартакиада шайӗнче пневматика винтовкинчен перес тата чупу енӗпе ГТО комплексӗн нормативӗсене йышăнчӗç.

Ӑмӑртусенче  призлă вырăнсене йышăнакансене  Диплом тата асӑнмалăх  парнесем пачӗç.

Геннадий Карсаков,  Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ:

– Спорт уявне питӗ лайӑх йӗркеленӗ, кирек кам та  спортăн тӗрлӗ тӗсӗ енӗпе хӑйне сăнаса  пӑхма пултарчӗ. Чи пахи вара, эпир, аслă çулсенчисем пӗччен мар, пире пӗрлештерекен организаци ӗҫлесе тăрать, тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ, кунта эпир тӗл пулатпӑр, калаҫатпӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев