Çӗпрел районӗнче пурăнакан халăхăн виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне пенсионерсем, урӑхла каласан, аслă çулсенчи çынсем тӳрӗ килеҫҫӗ
Ветерансем
Тивӗçлӗ канăва тухса, хăй ӗçре вăй хунă организацирен кайсан, хăйсен пушӑ вӑхӑчӗсене мӗнле ирттермеллине пӗлмесӗр, хăраса ӳкнӗ аслă çулсенчи çынсем те пур. Ку тӗслӗхре сӑмах ачасемпе пӗрле пурӑнакан ватӑ ҫынсем ҫинчен мар, пӗччен ҫынсем ҫинчен пырать. Çакăн пек çынсен мӗн тумалла? Ӑҫта каймалла? Кун пек чухне Ҫӗпрел районӗнчи Раҫҫей Пенсионерсен союзӗн Çӗпрелӗнчи уйрăмӗ мӗн сӗнет?
Нумаях пулмасть кăна ҫак уйрăмăн ертӳçи пулма Дилюза Азизована палăртнăччӗ. Унччен ӗçленӗ Дамир Алимов та (пурнăçран уйрăлса кайрӗ) çӗнӗ ертӳҫӗ те аслă çулсенчисен пушă вăхăчӗсене кăмăллă тата усӑллӑ ирттертерес тесе, тӗрлӗ мероприятисем йӗркелерӗç тата йӗркелеççӗ.
– Нумаях пулмасть кăна бадминтон енӗпе ӑмӑртусем те пулчӗç. Аслă çулсенчисем пӗрле пуçтарăнса, кашни эрнере, волейболла та выляҫҫӗ, «Акчарлак» шывра ишмелли бассейна та çӳреççӗ. Нумаях пулмасть кăна районти Культура çурчӗн базинче уйрăм пӗр пӳлӗмре «Ăста алăсем» кружок (кружок вязания) уçса ятăмăр, – тет Дилюза Азизова.
Кунта аслă çулсенчи хӗрарӑмсене ҫыхассин тӗрлӗ вӑрттӑнлӑхсене вӗрентеҫҫӗ.
Алӑпа çыхнă япаласем, ялан тенӗ пекех, модӑран тухмаҫҫӗ, пачах урӑхла, пирӗн кулленхи пурнӑҫра кашни ҫул ытларах вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ӑшӑ, ҫемҫе свитер, кӗпе, юбка, калпак, бижутерисем илемлӗхӗпе, хăтлă пулнипе кăна мар, çыхакана канлӗх панипе те савăнтараççӗ, мӗншӗн тесен ҫыхасси – ҫыншăн канмалли усăллă пӗр меслет те, – тет кружока ертсе пыракан Дилюза Азизова.
Уйрăмăн ертӳҫи çыхассипе кăна чикӗленсе юлманни тата çӳрекенсем пулсан хореографи, театр, вокал тата ытти кружоксем уҫма май пурри ҫинчен те каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех кружока ертсе пыракан ҫынсем те, сехетсем те паллă. Хореографи кружокӗ кӑна кунӑн иккӗмӗш ҫурринче ӗҫлӗ, ыттисене ирхинехи вунӑ сехетре ирттерме палӑртнӑ.
– Тӗрӗссипе каласан, аслă çулсенчи çынсем канăçсăр чӗреллӗ вӗт вӗсем. Каҫхине, район центрне тухсан, вӗсенчен нумайӑшне скандинави патаккисене тытса уҫӑлса ҫӳренӗ чухне тӗл пулма пулать. Акӑ çакăн пек уçăлма тухсан та Культура ҫуртне кӗрсе тухăр, тесе калас килет. Тӗл пулӑпӑр, калаҫӑпӑр, канашлӑпӑр, кама мӗн кирлине палăртăпăр – эпир сирӗнпе пӗрле,– тет Дилюза Азизова.
Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫине Дилюза Азизована 89586287475 номерпе шӑнкӑравлама пулать.
Нет комментариев