Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аслă çула «Ҫӗнӗ Кахăрлă» ял ячӗ çутатать

Пирӗн район территорийӗн М7 ҫул ҫине тухакан автомобиль трасси çинче Çӗнӗ Кахăрлă текен ялпа паллаштаракан чул стела çӗкленчӗ

Стелана тӑвас шухӑш – ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Мускавра пурӑнакан Жамиль Хайруллинăн. Арт-объектăн архитектурине, çаплах, ентешӗмӗр, ашшӗ-амăшӗ Кивӗ Кахăрлă ялӗнчен пулнă        Гульназ Самигулловна ӗçленӗ.

Ҫак стелăна уҫмалли мероприятие Çӗнӗ Кахăрлăсем пуçтарăннăччӗ. Район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов, ялăн хисеплӗ çыннисем килчӗç.

– Ял аслӑ ҫул хӗрринче вырнаçнăран, ял патне ҫитнӗ чухне шăпах Çӗнӗ Кахăрлă ялӗ пулнине пӗлтерсе тăракан, хăçан никӗс хывни, кăштах кăна историйӗ ҫинчен каласа паракан çакăн пек паллӑ пултăр, тесе шутласа çӳрерӗм. Пирӗн ял вӗт вăл Чӑваш Ен енчен килнӗ чухне те, Ульяновск енчен килнӗ чухне те курӑнать. Ҫавӑнпа та икӗ чӗлхепе çыртăмăр, – тет кӗҫӗн Тӑван ҫӗршывăн патриочӗ жамиль Хайруллин.

Мероприятие килнӗ кашни çын темелле жамиль Хайруллина ҫак пархатарлӑ ӗҫшӗн тав турӗ. Нумайӑшӗ вӑл яла кӑна мар, района та пулӑшать тесе калаҫрӗç. Марат Гафаров вара, пирӗн ентеше «Çӗпрел энциклопедийӗ» кӗнекине те парнелерӗ тата малашне те çирӗп ӗҫлеме чӗнчӗ.

– Ывӑлсемпе мăнаçланатăп, – тет Жамилӗн амӑшӗ Гульшат ханум та. – Амăшсенчен кашнинех  хӑйӗн ачин ӑнӑçуллă пулнине курма питӗ кӑмӑллӑ-тăр ӗнтӗ. Тавтапуç çакăн пек пулнăшăн, – терӗ савăннине пӗлтерсе вăл.

Архитектор Гульназ Самигулловна та арт-объекта туса хатӗрленӗ чухне аннесене шута илтӗм, – тет.

Çавăнпа та чун-чӗрене çывăх пулса, йӗри-таврана ăшă пайăркасем сапаласа, çутатса тăрать «Çӗнӗ Кахăрлă».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев