Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламлани

Майӑн 9-мӗшӗнче, эпир Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул çитнине палăртса иртетпӗр.

Аслă Çӗнтерӳ ячӗпе сире, районăн хисеплӗ çыннисем!

Ӗмӗрлӗхе мухтав!

Хисеплӗ ветерансем, аслă çулсенчисем, мӗнпур Çӗпрелӗн ҫыннисем! Кӑҫал, майӑн 9-мӗшӗнче, эпир Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул çитнине палăртса иртетпӗр.

Савӑнӑҫпа, хурлӑх куҫҫулӗпе тулса ларнă, пысӑк ҫухатусемпе çӗнсе илнӗ уяв ку. Пирӗн Ҫӗпрел районӗнчен кăна та фронта 14 пин ытла ҫын кайнӑ, вӗсенчен 7 пинрен ытларахăшӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуç хунă. Паян эпир вӗсене аса илсе, пуҫ таятпӑр. Вӑрҫӑ паттăрӗсем пирӗн чӗресенче ӗмӗр-ӗмӗрех упранӗç!

 Хисеплӗ ветерансем, вӑрҫӑ ветеранӗсен тӑлӑх мăшăрӗсем!

Сире, ҫав хӑрушӑ ҫулсенче ҫуралнă, пурӑннă ҫынсене, шӑпа кирек мӗнле йывӑрлӑх парсан та, эсир тӳрӗ кăмăллă, вӑйлӑ çирӗп чун-чӗреллӗ пулса юлтăр. Тайма пуç сире, ветерансем, сенкер тӳпешĕн, тăнăç пурнăçшăн, ачасен телейлĕ куллишĕн, эпир ĕмĕтленме, ыранхи куна шанчăкпа кĕтме пултарнишĕн. Çакă  – сирӗн паттăрлăхăр, эсир кӳнӗ Çӗнтерӳ! Эпир, ҫамрӑк ӑру, сирӗн умăрта ӗмӗр парăмлă, сире яланах тав тӑватпӑр

 Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тапхăрӗн ачисем, тыл ӗҫченӗсем!

Эсир йывăр шăпана парăнмасăр, сирӗнтен нумайӑшӗ ашшӗсене пӗрре те курмасăр, тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче, кунне-çӗрне пӗлмесӗр, эсир пурнӑҫӑн пӗтӗм йывӑрлӑхне, йывӑр ӗҫне хӑвӑрăн хулпуҫҫи ҫинче туртрăр, фронтрисем валли шанчӑклӑ тыл йӗркелесе, вӗсене мӗн кирлипе тивӗçтерсе тăтăр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн колхозсемпе совхозсенче, стройкӑсенче паттӑррӑн тӑрӑшса ӗçлесе, эсир ҫӗршыва, республикӑна аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хыврӑр. Тайма пуç сире!

 Районӑн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире пурне те Ҫӗнтерӗвӗн 77 ҫулхи уявӗпе саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, тăнăçлăх сунатӑп! Мӗнпур çывăх çыннăрсен хисепне, чун-чӗрисен ăшшине туйса, савăнăçлă, вăрăм ӗмӗр ирттермелле пултăр.

Çӗпрел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев