Аслă Чăнлă ялӗнче 9 уйрӑм предприниматель, 3 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пур
Хыпарсем

Аслă Чăнлă ялӗнче 9 уйрӑм предприниматель, 3 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пур

Ял халӑхӗн ӗҫлӗ активлăхне ӳстерес енӗпе                        семинар-канашлу иртрӗ

Аслӑ Чăнлă  ял тӑрӑхӗн социаллӑ-экономика политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса предпринимательлӗхе аталантарасси тăрать.

Иртнӗ кунсенче Аслă Чăнлă ялӗнче çак тӗллевсене шута илсе, ял халăхӗн ӗҫлӗ активлӑхне ӳстерес енӗпе семинар-канашлу  иртрӗ. Семинар ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ертӳҫӗсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.

Программа ялăн чи пысăк организацийӗ   пулса шутланнă «Р.А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхне пăхнинчен пуçланчӗ.

Хуҫалӑх ертӳҫи Равиль Бикчуров ҫӗр лаптӑкӗ 2300 гектартан ытла тӳрӗ килнине каларӗ. Унта малтан пӗрчӗллӗ культурăсем, хӗвелҫаврӑнӑш, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ ӳстереҫҫӗ. Хуҫалӑхăн кирлӗ пулакан мӗнпур  ял хуҫалӑх техникипе пурлӑх ресурсӗсем пур. Техника паркӗ ҫулсерен ҫӗнелсе пырать. Кӑҫал кӑна та 23 миллион тенке яхӑн ял хуҫалӑх техникине туяннă.

Кӑҫал хуҫалӑх ТР Ял хуçалăх министерствин программи пулăшăвӗпе шăвару системи пулнă плотина  тунӑ. Малашнехи планӗсем те пысăк. 28 гектар çӗр çинчи улма-ҫырла пахчине ҫӗнетессине, ҫамрӑк хунавсемпе туллилентерессине шута илнӗ. Паянхи кун çак проект енӗпе ӗҫсем пуҫланнӑ ӗнтӗ.

Аслă Чăнлă ялӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 713 ҫын регистрациленнӗ, 530 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 212шӗ ӗҫе юрăхлă халăх, Çуртсен шучӗ – 364.

Ял тӑрӑхӗн территорийӗнче 12 пӗчӗк предприниматель  субъекчӗ: 9 уйрӑм предприниматель, 3 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ регистрациленнӗ.

Ял  халăхӗнчен нумайӑшӗ килте выльӑх усрассипе интересленет. Ялта çуралса ӳснӗ, паянхи кун Ульяновск хулинче пурӑнакан Радик Хисамутдинов вара кооператив йӗркелеме тата сӗте ӗçе кӗртекен цех уҫма планлать. Паянхи кун вăл ӗлӗкхи райпо лавккине сутса илнӗ, унта юсав ӗçӗсем пыраççӗ.

Кунсӑр пуҫне,  (ӳкерчӗкре) ялта икӗ лавкка куллен кирлӗ пулакан таварсемпе халăха тивӗçтерет. Уйрăм предпринимательсем Зульфира Гайнетдиновапа Марат Алиев автолавкӑсемпе сахал çын пурăнакан пунктсене продуктсем сутма каяççӗ.

Уйрăм предпринимательсем Ильдар Хафизов, Фанис Мистяков тата хăйне ӗçпе тивӗçтернӗ Иршат Каримов ял халăхӗнчен сӗт пуçтараççӗ.

– Хушма хуҫалӑхсенче паянхи кун 719 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать, вӗсенчен 329шӗ ӗнесем. Юлашки çулсенче пуç шучӗ чакни курăнмасть, – тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов.

Пленарлă пай хыççăн семинар ӗçӗнче хутшӑнакансем ял клубӗнче пăшăрхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Ял тăрăхӗсем хушшинче 14 çул-йӗр енӗпе рейтинг кӑтартӑвӗсене палӑртрӗç. Паянхи кун пӗтӗмлетӳсем енӗпе пӗрремӗш виççӗлӗхе Шланка, Çӗнӗ Ишлӗ тата Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗсем кӗреççӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫулталӑк вӗҫӗнче рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе ял тăрăхӗсем парнеленӗç, тесе пӗлтерчӗ.

Пӗтӗмлетӳ туса, Марат Гафаров кашни ял тӑрӑхӗнче активлă ҫынсем пуррине каларӗ. Вӗсене курма пӗлмелле, пулӑшма кирлине пӗлтерчӗ.

– Пирӗн тӗллев – ял халӑхӗн ӗҫлӗ активлӑхне ӳстересси. Паянхи кун ҫакăншăн мӗнпур майсем пур, – терӗ вăл.

Республика правительствин пулӑшӑвӗн нумай программисем ӗҫлеççӗ. Усă курма пӗлмелле çеç, ӗҫ пуҫласа яракансене çул кăтартмалла.


Нет комментариев