Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Аслă Аксу шкулӗ –Гран-при хуçи

Аслӑ Аксу вăтам шкулӗ республикӑри «Шаги Победы – 2022» проектӑн Гран-при хуҫи пулса тӑчӗ.

 

 

Проекта 5 ҫул каялла «Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем» юхӑмӑн регионти уйрăмӗсемпе тата Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗпе йӗркеленӗччӗ. Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука Министерстви пулӑшнипе пурнăçланать.

Тутарстан Республикин Наци музейӗнче «Шаги Победы – 2022» республикӑри волонтер проекчӗн ҫӗнтерӳҫисене – шкул ачисене наградӑларӗç.

Проект шайӗнче шкул ачисем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ акцисене пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче – Георгиевски лентӑсене валеçесси, «Вальс Победы» флешмоб ирттересси, Ҫӗнтерӳ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем вуласси, социаллă сетьсенче видео вырнаҫтарасси тата ытти те пур.

2022 ҫулта Тутарстанӑн 39 районӗнче 21 акци иртнӗ. Унта шкулсенчи 154 отряд  – 6-8 классенчи 620 ытла активистсем-вӗренекенсем хутшӑннӑ. Мероприяти 18 пин ытла куракана пухнӑ.

Проект ҫӗнтерӳҫисене 5 номинацире чысларӗҫ.

«Гран-при» çӗнсе илнисем хушшинче –  пирӗн районти Аслӑ Аксу вăтам шкулӗ те пур. Саламлатпӑр!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев