Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗ – «Чи лайӑх уҫӑ шкул – 2022»

«Чи лайӑх цифрăллă шкул – 2022» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗç.

Конкурса педагогика хутлӑхӗнче хальхи цифрăллă технологисене малалла тӑсма тата Тутарстан Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен педагогӗсен професси ӑсталӑхне ӳстерме тӗллев лартнӑччӗ.

Конкурса республикӑри «Уҫӑ шкул» пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан платформа ҫумне çыхăнтарнă пӗлӳ паракан организацисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗ те пурччӗ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх пӗлӳ паракан учреждение «Чи лайӑх шкул – 2022» тесе йышӑнчӗç.

Конкурс Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука министерствипе, «Уҫӑ шкул» компанийӗпе пӗрлӗхре «Уҫӑ шкул 2035» республикăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан проекта вăя кӗртес енӗпе пурнăçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев