Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Асăну

Çыннăн ӗмӗрӗ питӗ кӗске-çке...

Николай  Казаков

Мария Ивановна Казакова (Чебоксарова) Кивĕ Йĕлмел ялĕнче 1931 çулта çуралнă. Кĕçĕн классенче çав ялтах вĕреннĕ. Каярахпа вăтам пĕлу илме Аксу шкулне кайнă. Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, Çĕнĕ Йĕлмел ялӗнчи шкулта  нумай çул хушши ачасене вӗрентнӗ.

Унăн ашшĕ те, Иван Кузьмич Чебоксаров, вӗрентекен пулнă.  Вăрçă пуçланас  умĕн  аслă пĕлу илме çеç ĕлкĕрнĕ. Вырăс чĕлхипе литературине ачасене Сурский районне кĕрекен пĕр шкулта вĕрентнĕ. Вăрçă пуçлансан фронта тухса каять. 1941 çулта йывăр аманса яла таврăнать. Сывлăхне кăштах çирĕплетнĕ хыççăн, каллех вăрçа каять. Анчах вăрçăран каялла таврăнаймасть. Амăшĕ, Серафима, ачисене пĕчченех пăхса ӳстерет. 1951 çулта  пӳрте вут-çулăм хыпса илет, тĕппипех çунса каять.  Çемье хĕллехи сивĕ кун, урамра тăрса юлать. Пушартан сыхланса юлнă мунчара хĕл каçаççӗ. Аннен амăшĕ, Серафима,  1972 çулта аварине лексе, пурнăçран уйрăлса каять.

Манăн анне, Мария Чебоксарова (Казакова), 40 çул хушши шкулта ачасене биологи тата хими предмечĕсене  вĕрентрĕ. Çав тапхăрта мĕн чухлĕ ачана тарăн пĕлӳ парса вӗрентсе кăларман-ши вăл?.. Эпир природоведени, ботаника, зоологи, человек, хими предмечĕсене юратса вĕрентĕмĕр. Çуллахи каникул вăхăтĕнче, колхозăн уй-хирĕнче йĕркеленнĕ, шкул ачисенчен тăракан производство бригадине анне темиçе çул хушши  ертсе пычĕ. Чикĕнтĕре вăхăтра çумкурăксенчен тасатрăмăр. Колхоз председателӗ ачасене тăрăшса ĕçленĕшĕн преми парса та чысланăччĕ. Çав шутра – мана та.

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе пырать. Анне вилнĕренпе 40  кун та çитрӗ.  Çыннăн ĕмĕрĕ çак тĕнчере питӗ те кĕске-çке...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев