Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Асаилӗвӗсене çӗнетсе

Ветерансем

Фашистла Германи çарне çапса аркатса Çĕнтерӳ тунăранпа 79 çул çитрӗ. Çак куна пирĕн халăх хĕпĕртесе-савăнса, çав вăхăтрах куççульпе кĕтсе илчӗ.

Çӗнтерӗве çывхартнă çӗрте Кивӗ Тăваньел ялӗнче пурăнакан Евгений Курамшинăн ашшӗн те пайӗ пысăк пулнă. Çавна май, вăл хаçат редакцине килсе, асаилӗвӗсене çӗнетсе, ашшӗн тата хăйӗн пурнăçӗ çинчен калаçрӗ. 

— Манăн атте, Хуснутдин Курамшинович Курамшин, 1913 çулхи августăн 9-мӗшӗнче, Кивӗ Тăваньел ялӗнче, Курамша Хисамутдиновичпа Хабибзямал Валеевна Курамшинсен виçӗ ачаллă çемйинче çуралнă. Атте чи кӗçӗнни пулнă. Асаттене 1921 çулта Çӗпӗре ăсатаççӗ, вăл унтан таврăнаймасть, вилет. Асанне вара, çав çулсенчи мӗнпур йывăрлăхсене çӗнтерсе, нуши-тертне пайтах курса, ачисене пӗчченех пăхса ӳстерет. 

Атте, 1935 çулта, Хурăнвар-Шăхаль хӗрӗпе Марина Сергеевнапа çемье çавăрать. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, аттене вăрçа илеççӗ, анне виçӗ ачипе тăрса юлать. «Суслонгер» — Мари вӑрманӗнчи Кӗмӗл кӳлли патӗнчи вӗренӳ лагерӗ, унта вӑрҫӑ ҫулӗсенче кӳршӗри регионсенчен Хӗрлӗ ҫара мобилизациленӗ салтаксене вӗрентнӗ. Атте малтанласа, ытти салтаксемпе пӗрле, çавăнта çапăçу хăнăхăвӗсене алла илет. Унтан вӗсене Ростовский облаçа вăрçа илсе каяççӗ. 1942 çулхине, хаяр çапăçусенчен пӗринче, атте йывăр аманать. Госпитальте сывалнă хыççăн, 1943-мӗш çулта, ăна инвалидлăх параççӗ. 

Вăрçă хыççăн аттепе анне тата 5 ачана кун çути парнелеççӗ. Пурӗ вара, 10 ача çуратнă вӗсем, иккӗшӗ пӗчӗк чухне, чире пула вилеççӗ. Аттепе анне ӗмӗр тăршшӗпех колхозра вăй хучӗç, ачисене ӳстерчӗç. Атте тӗрлӗ ӗçсенче заправщик пулса та пӗр вăхăт ӗçлерӗ. 

Эпӗ, вӗсен ывăлӗ, Евгений Курамшин 1952 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче çуралнă. Ӳссе çитӗнсен Чăваш Ишлӗ ялӗн хӗрӗпе — Зинаида Витальевна Аттинапа çемье çавăртăм. Тăватă хӗр пăхса ӳстертӗмӗр.

Мăшăрăмпа иксӗмӗр те колхозра ӗçлерӗмӗр, эпӗ — механизатор, мăшăрăм вара доярка пулса вăй хутăмăр. Хальхи вăхăтра хӗрӗмӗрсенчен пӗри, Надежда ятли, Владимирск хулинче, Олеся — Горьковский облаçӗнче, Елена Мускара пурăнаççӗ. Пӗр хӗрӗмӗр, питӗ шел, 19 çул тултараймасăр çӗре кӗчӗ. Мăшăрăм та иртнӗ çул пурнăçран уйрăлса кайрӗ. Халӗ эпӗ тивӗçлӗ канура, ӗç ветеранӗ, пӗчченех пурăнатăп. Йăмăкăм, унăн ачисем пӗчченлӗхе туйма памаççӗ, килсех тăраççӗ, пулăшаççӗ, — тесе калаçрӗ вăрçă ветеранӗн ывăлӗ Евгений Курамшин.

Хальхи вăхăтра районта вăрçăра хутшăннă ветерансенчен пӗри те юлмарӗç. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç çинчен астăваканнисем ытларах вăрçă ветеранӗсен мăшăрӗсем, тыл ӗçченӗсем, вăрçă ачисем тата вӗсен асаилӗвӗсене малалла тăсакан ачисем кăна юлчĕç. Пирĕн çав синкерлĕ кунсене, Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçĕсене хунисене, тылра вăй хунисене нихăçан та манас марччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев