Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Арҫынсемшӗн амӑшӗн капиталне илме майсене анлӑлатнӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗн Тутарстан Республикинчи уйрӑмӗ амӑшӗн капиталӗн сертификатне илекенсем уйрӑм тӗслӗхсенче арҫынсем те пулма пултарнине аса илтерет.

2022 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак правӑна паракан пурнӑҫ лару-тӑрӑвӗн списокне закон анлӑлатнă.  Халӗ амӑшӗн капиталне илме право пур ҫынсен ушкӑнне ҫак категорисене хушса хунӑ:

 – 2007 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ҫуралнӑ иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасене воспитани паракан е усрава илнӗ арçынсем (ачасен Раҫҫей гражданстви пулман амӑшӗ вилнӗ е вилнӗ тесе йышăннă тӗслӗхре);

 – 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ пӗрремӗш ачана воспитани паракан е усрава илекен арҫынсем (Раҫҫей гражданстви пулман амӑшӗ вилнӗ е вилнӗ тесе йышӑннă тӗслӗхре).

  Ҫав вӑхӑтрах патшалӑх финанс пулӑшӑвӗпе ку таранччен те усӑ курма прави пулнă арҫынсем пур:

 – енчен те 2007 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа усрава илесси ҫинчен калакан суд йышӑнӑвӗ законлă вӑя кӗнӗ пулсан, маларах патшалӑх пулӑшӑвӗн хушма мерисен правипе усă курман,  иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасен пӗртен-пӗр усрава илекен  пулса тăракан арҫынсем;

– енчен те 2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа усрава илесси ҫинчен калакан суд йышӑнӑвӗ законлă вӑя кӗнӗ пулсан, вӗсем унччен патшалӑх пулӑшӑвӗн хушма мерисен правипе усӑ курман, пӗрремӗш ачан пӗртен-пӗр усрава илекен пулса тăракан арҫынсем.

 «Амӑшӗн капиталне йӗркелеме ашшӗне е усрава илекене Патшалăх услугисен порталӗнче е «Манӑн документсем» нумай функциллӗ центрта заявлени пани те ҫителӗклӗ.  Укҫа-тенкӗпе арҫынсем те халиччен ирӗк панă тӗллевсемпе усă курма пултараççӗ, сертификат укҫи-тенки ҫул-йӗрӗсӗр пуҫне, амӑшӗсен пухакан пенсине йӗркелеме янă вăхăтра кăна усă кураймӗç», – тесе палӑрнă Тутарстанри Пенси фончӗн уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин.

Тутарстанра Раҫҫей ҫемйисене пулăшу памалли патшалӑх программине вăя кӗртнӗренпе паянхи кунччен 500 арҫын амӑшӗн (ҫемье) капиталӗн хуçи пулса тӑчӗç, тесе пӗлтерчӗ пире Раççей Пенси фончӗн пирӗн районти уйрăмӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев