Июлӗн 1-мӗшӗнче — Раҫҫейре ҫар юхăмӗн ветеранӗсен кунӗ.
Район центрӗнче çак уяв ячӗпе Геройсен Аллейинчи воин-интернационалистсен палăкӗ патӗнче мероприяти пулса иртрӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑйӗн сӑмахӗнче кирек мӗнле конфликт, çар юхăмӗ, вăрçă пулсан та, вăл ҫӗршывшӑн пысӑк инкек пулни ҫинчен калаçрӗ. Вӑл пирӗн каччăсем ҫарта службӑра та, унтан таврӑнсан та сăнавра пулнине палӑртрӗ. Вӗсене пурнете хисеплесе, тав тунине пӗлтерчӗ. Район йӗркеленнин 90 ҫуллăхӗ ячӗпе медальсем, Хисеп грамотисем пачӗ.
Воин-интернационалистсен организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов, Çурçӗр Кавказри çар юхăмӗнче хутшӑннӑ Анис Халилов, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Равиль Шагаев хӑйсем мӗнле йывӑрлӑхсем витӗр тухнине, шăпа хальхи вăхăтра та Раҫҫей арҫынӗсен ҫирӗплӗхне сăнанине аса илчӗҫ.
Нет комментариев